Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх филармонине йĕркелесе янăранпа 80 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв каçне хутшăннă

 


Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх филармонине йĕркелесе янăранпа 80 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв каçне хутшăннă.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май, филармонире ĕçлекенсене, аслă çулсенчи ветерансене пурне те тивĕçлĕ ĕçлесе халăха савăнтарнăшăн тав тунă. «Эсир хăвăрăн ĕçе чун-чĕререн тăрăшса ĕçлетĕр. Чи пысăк награда сирĕншĕн – зала нумай халăх пухăнни. Эсир хăвăра хисеплесе юратнине туятăр. Малашне те пысăк çитĕнӳсемпе палăрма, халăха хăвăрăн пысăк тавракурăмлăхăрпа савăнтарма сĕнетĕп», - тесе каланă артистсене Михаил Игнатьев.   Яланхиллех хисепе тивĕçнисене, культура ĕçĕнче пултарулăх енчен палăрнисене, патшалăх наградисене парса чысланă.  Уява килнисене çакăн пекех юбилей ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламланă.  Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Николай Казаков хăйĕн сăмахĕнче, çак пысăк тапхăрта филармони çав тери ӳссе пынине, техника енчен те пуянланнине, артистсем те ăсталăхпа палăрнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхне, республика Правительствине нумай ыйтусене татса парас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Пултарулăх çул-йĕрĕн пуласлăхĕ çав тери пысăк. Паян эпир çакна курса ĕненетпĕр. Артистсем ăста, Чăваш Ен çакăн пек пысăк тавракурăмлă çынсемпе пуян пулнишĕн мăнаçланатăп», - тенĕ Николай Казаков. Уяв каçĕ пысăк концертпа вĕçленнĕ.



18 ноября 2016
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter