Шупашкарти 4№-лĕ лицейăн иккĕмĕш çĕнĕ корпусĕ шкул ачисем валли хатĕр

 


Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 4№-лĕ лицейра пулнă. Асăннă объект Шупашкарти Гражданский урамĕнчи 54-мĕш çуртра Г.С. Лебедев ячĕллĕ Наци лицей-интернатĕнче вырнаçнă. Вĕрентӳ çуртне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Строительство ĕçĕн пахалăхне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков курса хакланă. Лицей директорĕ Наталия Коновалова хăнасене çуртăн ăш чиккипе, тĕрлĕ вĕрентӳ классĕсемпе, пĕр сăмахпа каласан, çĕнелнĕ лицейпа тĕплĕн паллаштарнă. Шкулăн кил картинче автогородок йĕркеленĕ. Условисем тĕлĕнмелле лайăх. 

Çак лицей шăпи пирки нумайăшĕ ыйтăва политика çине те куçарма хăтланнă, анчах та Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, хула администрацийĕ, лицей ертӳлĕхĕ çине тăнине кура, тухăçлă ĕçлесе çĕнĕ хальхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан корпус çĕкленсе те ларнă. Çитĕнӳ те куçкĕретех, никамшăн та вăрттăнлăх мар. Объектăн строительство ĕçне 65 млн тенкĕ тăкакланă. Çурта тĕпрен юсав ĕçне йĕркелессине, пĕлтĕр юпа уйăхĕнче  РФ регионĕсенчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче хушма вырăнсем хатĕрлессипе йышăннă, пысăк масштаблă программăпа килĕшӳллĕн пуçланă. Çак программăна  тĕпе хурса регионта хушма тепĕр программа 2016-2025-мĕш çулсем валли палăртса хунă. Вĕрентӳ пайне тĕпрен çĕнетсе улăштарасси патшалăх политикин тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулнине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Республика хыснинче те çулсерен вĕренӳ пайне укçа-тенкĕ чи нумаййи пăхса хăвараççĕ.  «Эпир хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан шкулсене яланах хута янă, малашне те хăпартса лартма тĕллев лартатпăр. Ачасем пирĕнтен те лайăхрах условисенче пĕлӳ илччĕр тесе тăрăшатпăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Юлашки çулсенче пĕтĕмпе Чăваш Республикинче çĕнĕ 9 шкул хута кайнă.  Пуласлăхра 2025-мĕш çул тĕлне тата та 32 шкул тĕпрен çĕнетсе улăштарма палăртса хунă. Çак асăннă ыйтăва татса пама 16 млрд уйăрма тĕллев лартнă. Республикăри вĕрентекенсене ăнăçлă ĕçленĕшĕн, çитĕнӳсемпе палăрса кăçалхи çул Раççейри чи лайăх ТОП-500 шкул шутне кĕнĕшĕн ырланă. Пĕтĕм Раççей шайĕнче Чăваш Енри шкулсем çитĕнӳсемпе палăрни вара пурне те хавхалантарать. «РФ вĕренӳпе наука Министрĕ Ольга Васильева пирĕн региона пысăка хурса хаклать, шанать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев.  

Аса илтеретпĕр, Министр Ольга Васильева кăçал авăн уйăхĕнче Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа пулă. Шăпах та, ун чухне вăл пирĕн регионти вĕренӳ пайĕн ĕç кăтартăвĕсене курса ĕненнĕ, пысăка хакланă. Лицей директорĕ Наталия Коновалова пурне те çакăн пек илемлĕ те хăтлă пысăк çурт çĕкленсе лартма пулăшнăшăн тав тунă. 2017 çулта кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ корпусра пуçламăш класра вĕренекен 150 ача ĕс пухма çӳрессине пĕлтернĕ.  Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен вара ытти классем уçăлассине тата та 180 ача килесси те паллă тесе каланă.  Тĕплĕнрех



18 ноября 2016
15:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter