Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 

Чӑваш Республики – нумай нациллӗ регион. Пирӗн ен 128 наци ҫыннишӗн тӑван кил шутланать, ҫавна май нимӗнле чӗлхе тата тӗн уй­рӑмлӑхӗ те пире Чӑваш Енре туслӑн килӗштерсе пурӑнма тата пул­таруллӑ ӗҫлеме чӑрмав кӳме пултараймасть. Пурне те пире ним­рен хак­­лӑ туртӑм – ҫуралнӑ ҫӗре, Тӑван ҫӗршывӑмӑра, Раҫҫей Фе­дера­ци­не, чун­тан юратни – пӗрлештерсе тӑрать.

Республикӑра тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри мероприятисем ӑнӑҫ­лӑ иртеҫҫӗ, вӗсем Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен наци илемӗпе пу­ян­­лӑхне туллин кӑтартма майсем туса параҫҫӗ. Ӗҫченлӗх пире ха­льхи ҫӑ­мӑлах мар экономика условийӗсенче те ӑнӑҫлӑн аталанма пу­лӑ­шать. Ӗҫ климачӗ лайӑхланать, бизнеса аталантарма, инно­ва­циллӗ проектсене пурнӑҫлама лайӑх хутлӑх туса хунӑ. Ҫулсерен ҫӗнӗ про­изводствӑсем уҫӑлаҫҫӗ, ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне уҫ­са па­мал­ли майсем йӗркеленеҫҫӗ: пысӑк технологиллӗ ҫӗнӗ хушма ӗҫ вы­рӑ­нӗсем уҫӑлаҫҫӗ, ӗҫ тухӑҫлӑхне пысӑклатнине пула ӗҫ укҫи шайӗ  ӳсет.

Халӑха социаллӑ пулӑшу парасси, культурӑпа кӑмӑл-сипет тӗре­кӗсене тата ҫемье хаклӑхӗсене хӳтӗлесси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑ­хатпӑр, вӗсем общество-политика ҫирӗплӗхӗн никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ача амӑшӗпе ачалӑх институтне ҫирӗплетме, ача ҫуратас­си­не хав­ха­лантарма, халӑха лайӑх пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе  ти­вӗҫтерме, спорт инфратытӑмне аталантарма ҫулсерен ҫӗр­шер мил­лион укҫа-тенкӗ тӑкакланать. Нумай пурӑнакан ҫынсен шучӗ ӳсни асӑн­нӑ ӗҫсен пӗлте­рӗшлӗ кӑтартӑвӗсенчен пӗри шутланать: паян Чӑ­ваш Енре пурӑ­накан 17 355 ҫын 85 ҫул урлӑ каҫнӑ, 98 ҫын ҫӗр ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Ветерансене уйрӑммӑн палӑртса чунтан тав тӑватӑп, вӗсем ҫам­рӑк ӑрӑва хӑйсен нимрен паха опытне параҫҫӗ кӑна мар, хӑй­сен ырӑ тӗслӗхӗпе ӗҫ ҫыннине хисеплеме, тӳсӗмлӗ пулма тата Тӑван ҫӗршыва  юратма вӗ­рентеҫҫӗ.

Хаклӑ туссем! Кашни килтех килӗшӳлӗхпе ырлӑх хуçаланччăр, ҫи­рӗплӗхпе тӑнӑҫлӑх вара пире малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма хавхалан­тарччӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                              М. Игнатьев

 



02 ноября 2016
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter