Мускавра Раççей Федерацийĕн Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕнче иртнĕ конференци ĕçне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕнче иртнĕ конференци ĕçне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Патшалăх секторĕнче проектсен управленине пурнăçа кĕртесси пирки тĕплĕн канашлама палăртнă. Конференци ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин строительство министрĕн çумĕ  Максим Иванов, республикăри муниципалитетсенчен представительсем хутшăнаççĕ.  Экспертсен тĕп калаçăвĕ патшалăх тата регионсенчи программăсене, пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре проект управлени майĕсемпе анлăрах усă курасси тавра пулĕ.   РФ Правительствин Аппарат Ертӳçин çумĕ – Раççей Федерацийĕн Правительствин проект ĕçĕсен Департамент директорĕ Андрей Слепнев хăйĕн сăмахĕнче,  кăçалхи çул федераци проект управленийĕн ĕçĕпе активлă пулнипе паллă пулчĕ тенĕ.  РФ Правительствин Аппарат Ертӳçин çумĕ ĕçре приоритетлĕ 11 çул-йĕр палăртса хунине каланă, тимлĕх уйăрнине асăннă. Вĕсем: сывлăх сыхлавне, вĕренӳ пайне аталантарасси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, паха çулсемпе тивĕçтересси, экологи ыйтăвĕ тата ытти те.  «Çак проектсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстермелле, социаллă тытăма вăйлатмалла», - тенĕ Андрей Слепнев.  Бюджет укçи-тенки виçеллĕ пулин те, приоритетлă ыйтусене татса пама 200 млрд яхăн укçа пăхса хăварнине каланă. Енчен те ĕçсене тĕплĕн пурнăçлас тесессĕн, регионсемпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлемеллине каланă. ПАО Перекет банкĕн проект офисĕн директорĕ Алина Гроссман проект управленийĕн витĕмлĕхĕ пирки каласа кăтартнă. Унăн сăмахĕсене малалла тăснă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предпринимательсем Перекет банкĕн ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине пĕлтернĕ, кредитсем илнĕ чухне йывăрлăхсемпе тĕл пулнине каланă.  Палăртса хăваратпăр, Проект управленийĕсене регионсенче ĕçлеттерсе ярас ыйтăва, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2015 çулта Петербургра пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче сăмах пуçарнă пулнă. «Çĕнĕ проектсене малалла аталантарас стратеги пуçарăвĕсен Агенстви» АНО сĕнĕвĕпе, Чăваш Республикинче проект управленийĕн йĕркелӳ штабне тунă. Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсенче проект управленийĕн йĕркине те çирĕплетнĕ.   Муниципалитетсен шайĕнче те çак ĕçе пурнăçлама палăртса хунă. Чи малтан ăна Шупашкарта йĕркелесе ярасшăн.  Хула администрацийĕ ĕç хучĕсене пăхса тухса çирĕплетнĕ. Паянхи куна 51 проект пăхса хăварнă.    РФ Президенчĕн 2016 çулта çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăннă 306№-лĕ Указне тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2016 çулта юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче  йышăннă 139№-лĕ Указне тĕпе хурса, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче стратегилле аталанас тата приоритетлă проектсемпе ĕçлекен Канаш йĕркеленĕ.  Çитĕнӳсем пулнине, сиплев учрежденийĕсем хута кайни, шкулсем çĕкленни, ача сачĕсем çĕнелсе вăй илсе пыни, паха çулсем пулни, ял хуçалăх, промышленноç аталанни çирĕплетсе параççĕ.    Тĕплĕнрех



02 ноября 2016
14:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter