Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламланă

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламланă. «Эпир пĕтĕм чун-чĕререн Раççейе юрататпăр. Унăн пуян историпе, культурипе мăнаçланатпăр.  Патриотизм туйăмне, йăла-йĕркене ламран лама тытса пырса, çитĕнекен ăрăва парса хăварма тăрăшатпăр. Çак пуянлăх патшалăх вăйне çирĕплетет, обществăра килĕшӳллĕхе тытса пырас ĕçре тĕп никĕс пулса тăрать.  Юхăма малалла та вăйлатасси тĕп тĕлллев», - тесе çырнă салам йĕркисенче.

  Уяв ячĕпе Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ  Дмитрий Медведев та саламланă. «Çак пулăм тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештерекен уяв пулса тăрать, пирĕн несĕлĕмĕрсен паттăрла ĕçĕсем пирки аса илтерет. Çĕршыв вăйĕ, çитĕнĕвĕ -  миллионшар çынсен ĕçĕнче, вĕсем малалла ăнтăлас текен шухăшра. Пурте Çĕршыв ăраскалĕшĕн, ăна хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан тăвассишĕн, унăн ырлăхĕшĕн яваплăха туйса ĕçлеççĕ», - тенĕ саламра.

«Çак уяв уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Ха­лăх пĕрлĕхĕ, вăл пат­тăр­лăх кăтартма хатĕр пулни темĕнле саманара та Тăван çĕршывă­мă­рăн мă­наç­лăхĕн никĕсĕ шутланать.  Паян пирĕн пурсăмăрăн та çакна упраса хăварассишĕн, нумай ĕмĕрсем хушши тытса пынă йăла-йĕркене вăйлатса анлăрах сарассишĕн тăрăшмалла», - тесе çырнă салам йĕркисенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳçи Антон Вайно.

   Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева çакăн пекех РФ регионсен ертӳçисем,   РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, федерацин тата республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисем тата ытти официаллă çынсем саламланă.   



02 ноября 2016
14:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter