Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Коми Республикин Пуçлăхĕпе Сергей Гапликовпа тĕлпулу ирттернĕ, икĕ регионăн пуласлăхри аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухнă

 


Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Коми Республикинче пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Коми Республикин Пуçлăхĕпе Сергей Гапликовпа тĕлпулу ирттернĕ, икĕ регионăн пуласлăхри аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухнă. Сергей Гапликов Михаил Игнатьева тата Чăваш Енрен пынă делегацине пĕтĕм кăмăлтан кĕтсе илнĕ. «Çулçӳрев  усăллă ирттĕр тесе тăрăшрăмăр. Малашнехи пирĕн палăртмалли планшăн та актуаллă пултăр тесе ĕçлерĕмĕр», - тенĕ вăл. Коми Республикин Пуçлăхĕ пĕрле пăхса тухнă проектсене пурнăçа кĕртме хатĕр пулнине пĕлтернĕ, çыхăнусене малашне те анлăрах сарасси пирки ĕçлеме палăртнине каланă.

  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн пек ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тунă, кăсăклă ĕç программине хатĕрленĕшĕн ырланă.  Пĕрле килĕшсе ĕçлени икĕ республика хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, аталантарма пулăшнине асăннă вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Коми Республикин Пуçлăхĕн команди тухăçлă ĕçленине палăртнă. «Сирĕн патшалăх тата общество ĕç-хĕлĕнче пуян та пысăк опыт пур.  Хăй вăхăтĕнче, Чăваш Республикинче премьер-министр пулса ĕçленĕ чухне, пурне те таса чунпа, яваплăха туйса, Тăван çĕршывшăн тăрăшса ĕçлеме вĕрентрĕр. Паянхи кун та эпĕ ăна манман.  Халĕ те Эсир, Коми Республикин Пуçлăхĕ пулнă май, çак çирĕп йĕркене пăхăнса тытса пыратăр. Коми Республикинче пурăнакан халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми таса чунпа тăрăшатăр», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Сергей Гапликов çакăн пек ырă сăмахсемшĕн тав тунă. «Пирĕн сахал мар палăртса хунă тĕллевсем, вĕсене эпир активлăрах пурнăçласшăн, аталантарасшăн. Пирĕншĕн Чăваш Енĕн паха опычĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Эпир Сирĕнпе питĕ лайăх пĕлетпĕр, юлашки çулсенче сахал мар ĕç пурнăçланине. Куçсене сиплекен микрохирурги, ортопеди, эндопротезировани тата ытти учрежденисем те регионта çĕкленсе ларнă. Ĕç планĕпе килĕшӳллĕн, производствăпа технологи ыйтăвĕсене тишкересси, тĕрлĕ куравсем, канашлусем, туризмпа паллашасси пулĕ. Сывлăха çирĕплетме май паракан учрежденисене Комирен килнĕ ачасене Чăваш Ен йышăннăшăн, уйрăммăн пысăк тав», - тенĕ Сергей Гапликов. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Коми Республикин ырă ĕçĕсем регионшăн паха пулнине, вĕсемпе малашнехи ĕçре усă курма, тĕрлĕ сферăра пурнăçа кĕртме те питех те кăсăклă тесе каланă.  «Пирĕн пĕрпеклĕхсем те сахал мар, çыхăнусем те йышлă, шăпах та çакăнта пирĕн пысăк вăй», - тесе пĕтĕмлетнĕ калаçăва Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех

 

 



02 ноября 2016
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter