Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Налук службин ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чӑваш Республикин налук  службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Эсир хӑвӑр ӗҫӗре налук тӳлекенсемпе тухӑҫлӑн хутшӑнса пурнӑҫласа пы­ни ытларах чухне мӗн­пур шайри бюджетсен тупӑш пайне тултарма, Чӑваш Енре пу­рӑ­накан ҫынсен умӗнчи социаллӑ тивӗҫсене пурнӑҫлама, республика тата му­ни­ципалитет шайӗнчи программӑсене ӗҫе кӗртме май парать.

Ҫынсем налук службин ӗҫне шанасси ҫӗршывра ҫулсерен ӳссе пырать. Ырӑ улшӑнусем пулса иртнине общество тата пӗтӗм тӗнчери организацисем те палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери банкӑн бизнеса тытса пымалли майсен (Do­ingBusiness) рейтингӗнче  Раҫҫей 2016 ҫулта 11 карт ҫӳлерех  хӑпарса 40-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Асӑннӑ рейтингра налук хурас енӗпе йышӑнса тӑракан вырӑн та лайӑхланнӑ.

Кулленхи ӗҫӗрте эсир хальхи информаци технологийӗсемпе анлӑн усӑ куратӑр. Паян налук тӳлекенӗн харпӑр хӑй пӳлӗмӗпе усӑ курни уйрӑм ҫын­сем­пе налук инспекторӗ хушшинчи хутшӑнусене лайӑх шайра йӗркелеме май парать. Интернет-ресурсӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курса граждансем хӑйсен налук служби умӗнчи тивӗҫӗсене хӑвӑрт тата ҫӳллӗ шайра пурнӑҫлама пул­­­тараҫҫӗ.

Налук тӗрӗслевӗсен шучӗ чакнипе пӗрлех вӗсен тухӑҫлӑхӗ, тӗрӗслев пӗ­тӗмлетӗвӗсем тӑрӑх куҫарса памалли шыраса илекен укҫа-тенкӗ шучӗ ӳс­нине уйрӑмах палӑртма кӑмӑллӑ.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Налук тӳлекенсемпе хутшӑнса ӗҫлемелли ҫӗнӗ мелсене ӗҫе кӗртмелле, налук хурассине тата пухассине йӗркелесе пырас ӗҫре хальхи информаци технологийӗсемпе анлӑрах усӑ курмалла. Ҫав майсем, ҫа­вӑн пекех влаҫпа бизнес хушшинчи усӑллӑ та шанчӑклӑ хутшӑну регионти ӗҫлӗ климата лайӑхлатасси, Чӑваш Республикин инвестици илӗртӳлӗхне ӳс­тересси ҫине пысӑк витӗм кӳрсе тӑрӗҫ.

Налук службин ветеранӗсене тата ӗҫченӗсене ӗҫре ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑх сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                       М.В.Игнатьев

 



21 ноября 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter