Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017-мĕш çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăнма сĕннĕ

 Чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017-мĕш çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăнма сĕннĕ. Кун пек йышăну тума Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕпе Ашшĕсен канашĕ сĕнӳпе тухнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев сĕнĕве ырланă, ашшĕ-амăшăсене хисеплени, анне-аттесен ятне  ӳстерсе пыни – пулас çитĕнекен ăрушăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн  Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, регионти обществăлла организацисем 2017-мĕш çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ теме йышăнас сĕнĕве республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсемпе тĕплĕн пăхса тухнине, Указăн проектне те хатĕрленине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри халăхсен туслăх çурчĕ пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ паянхи канашлура. Çак çурт тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркине тарăнрах тĕпчесе пĕлме май панине,  культурăна йĕркелесе тытса пама витĕм кӳнине палăртнă Михаил Игнатьев. Пĕр-пĕрин хушшинчи çирĕп килĕшĕве тытса пырасси паянхи обществăшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă вăл. Паянхи пурнăç таппинче наци ыйтăвĕ çав тери тарăн йĕр хăварать, асăннă ыйту çине  çĕршыв ертӳçи те пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех тенĕ Михаил Игнатьев.  Нацисем хушшинчи канаш ларăвĕнче, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин, Раççей наци Пĕрлĕхĕн çулталăкне ирттересси пирки сĕнӳ тăратнă. «Раççей тĕрлĕ наци халăхĕпе пуян тата вăйлă. Мĕн ĕмĕр-авал упранса пынă йăла-йĕрке, культура - манăçми пуянлăх пулса тăраççĕ. Пирĕн ăна ламран лама куçарса, çитĕнекен ăрăва вĕрентсе пыма пĕлмелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн вунă уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн паллаштарнă. Республикăн промышленноç производствин индекс калăпăшĕ кăрлач-юпа уйăхĕсенче кăçал 108,5 процентпа танлашнă. Ял хуçалăх таварне тирпейлесе кăларас ĕç кăтартăвĕ – 101,6 процента çитнĕ.  Республикăри çынсен вăтам ĕç укçи – 22 014,1 тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарас пулсан 5,9 процент чухлĕ пысăкрах. Сăмаха май, республика Ертӳçи ĕç укçипе пухăнса кайнă парăмсем пирки те калаçу пуçарнă. Предприятисемпе организацисенчи лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Статистика кăтартăвĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне пурĕ парăм 23,9 млн тенкĕне çитнине асăннă министр. Чи пысăк парăмсем: «Промтрактор-Промлит» ТМЯОпа Шупашкарти агрегат завочĕн. Çулталăк вĕçлениччен лару-тăрăва пĕтĕмпех уçăмлатма хушнă регион Ертӳçи. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем ял хуçалăхне патшалăх енчен тивĕçтерекен пулăшусем пирки те чарăнса тăнă. Федераци шайĕнче çăмăллатнă кредитсем пирки сăмахланă. «Çак çĕнĕ йĕрке Чăваш Енри ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансене нумайтарах пулăшусем илме çул уçать, кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 30 процент пысăкрах пуласси те куçкĕретех. Ку пирĕн çитĕнӳ. Пысăк проектсене пурнăçа кĕртме меллĕ. Ял хуçалăхне аталантарасси приоритетлă çул-йĕрсенчен пĕри. Бюджетра та çак тытăм валли çителĕклĕ таран яланах укçа-тенкĕ пăхса хăваратпăр. Кун пирки никамăн та нимĕнле иккĕленӳ те пулмалла мар», - тесе çирĕп каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Марина Кадилова хăйĕн сăмахĕнче, патшалăх валли пурĕ 10 уйăх хушшинче  3 380 туяну (закупка) ирттернине пĕлтернĕ. Хаксем куçкĕретех пысăкланса пынине асăннă. «Пирĕн бюджетран тăкакланакан кашни тенкĕпе тухăçлă усă курассишĕн ĕçлемелле. Юриех хаксене пысăклатакан организацисемпе предприятисене тӳрех тупса палăртмалла.  Енчен те вĕсем кирлĕ пек ĕçлесе пымаççĕ пулсан, Коррупцине хирĕç кĕрешекен комиссине чĕнсе вĕсен ĕçне пăхса тухмалла», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

Раштав уйăхĕн 8-11-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт ăмăртăвĕсем иртĕç. Кун пирки йĕркелӳ ĕçне еплерех хатĕрленсе пыни çинчен Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков каласа кăтартнă. Ăмăртусем Пăр керменĕнче пулĕç. РФ 15 субъектĕнчен тата 5 ют çĕршывран пурĕ 120 спортсмен килсе çитесси паллă. Çак кун куракансем валли Раççейри паллă  эстрада çăлтăрĕ Сосо Павлиашвили концерт лартса парĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăмăртусене çӳллĕ шайра йĕркелеме хушнă. «Пире тата пирĕн спортсменсене пысăка хурса хаклаççĕ, шанаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, Чăваш Республики массăллă спорта аталантарассипе  Раççейри 85 субъект хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнине асăннă.

 Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров иртнĕ эрнере пиллĕк кун хушшинче республикăра шывпа çыхăннă виçĕ инкек пулнине пĕлтернĕ.  Пулăçăсем шыва путнине, ахăртнех вĕсене çăлса хăварма май килнине каланă. Республикăра Муркаш районĕнче, Шомиково тăрăхĕнче те 12 пулăçăна çăлнине асăннă. Пăр юхăмĕ вĕсене вăрах вăхăтрах шалтан шала шывран иштере кайнине палăртнă. Чи пахи вара пурне те сыхласа çăлса хăварни. «Пăр хулăн мар. Çынна чăтаймасть, арканса каять.  Шартлама сивĕ кунсем пулмасăр, пăр хытă шăнаймĕ. Халĕ вара пăр çине пачах та кĕме юрамасть», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров.

 



21 ноября 2016
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter