Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Республикин халăх ӳнерçи Владимир Нагорнов хатĕрлесе тăратнă курава торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Республикин халăх ӳнерçи Владимир Нагорнов хатĕрлесе тăратнă курава торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă.  Паллă пулăма пухăннисене саламланă май,  Владимир Нагорнова курава уçнă ятпа ырланă тата та пысăк çитĕнӳсемпе палăрма, професси шайĕнчен ӳссе пыма чĕнсе каланă. Владимир Нагорнов ăсталанă палăксен проекчĕсем Чăваш Республикинче анчах мар, республика тулашĕнче те хисеплĕ вырăнсем йышăннине асăннă Михаил Игнатьев.  «Владимир Порфирьевич – скульптор çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ. Вăл ăсталанă ĕçсем Раççей, Чăваш Енĕн паллă çыннисене ĕмĕрлĕх асра тытма витĕм кӳреççĕ. Вăл яланах хăй пуçланă ĕçсене вĕçне-хĕрне çитерет.  Пур ĕçе те таса чунпа пурнăçлать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çак кун паллă ӳнерçĕне Чăваш Республикин символикиллĕ сехет тата Тав çырăвне  парса чысланă. Владимир Нагорнов пурне те çак курава килнĕшĕн тав тунă. «Куравра эпĕ хамăн ĕçсене айăккинчен сăнаса тепĕр хут хаклама пултаратăп.  Малашнехи ĕçре ытларах мĕн çине таянса ĕçлемеллине палăртма та май пур», - тенĕ вăл.  Чăваш Ен Пуçлăхне Владимир Нагорнов хăйĕн ăсталăхĕн историйĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, кашни ĕçĕн вăрттăнлăхĕ çинчен чарăнса тăнă. Куравра тава тивĕçлĕ ӳнерçĕне пухăннă хăнасем пурте ăшшăн саламланă.

 



21 ноября 2016
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter