Муркаш районĕ: Турă амăшĕн ячĕпе

Ĕнер, чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Шупашкар тата Чăваш ен митрополичĕ Варнава пилленипе Çатракасси ял тăрăхĕнче Çатракассипе юнашар вырнаçнă Çăлварта Час илтекен Турă амăшĕ ячĕпе çăлкуç çветит турĕç. Çавăнпа пĕрлех кунта ял çыннисене шыва кĕрсе тасалмалли вырăн та (купель) уçрĕç.

Час илтекен Турă амăшĕ ячĕпе йĕркеленĕ праçнике ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕпе кунти специалистсем, вырăнти депутатсемпе культура ĕçченĕсем, учительсемпе шкул ачисем, ял çыннисем йышлă хутшăнчĕç.

Çăлкуçа тасатса ирттернĕ кĕлĕне Етĕрне районĕнчи чиркÿсен ĕçченĕсене ертсе пыракан (благочинный) Сергий атте, Элĕк районĕнче ĕçлекен тата Муркаш тăрăхĕнчи чиркÿсен ĕçченĕсене ертсе пыракан Виктор атте, Уйкас Янасалти чиркÿ настоятелĕ Иоанн атте, Очăкасси чиркÿ настоятелĕ Алексий атте (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) ирттерчĕç.

- Виçĕ çул каялла ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Трофимов чĕнсе килчĕ те ку вырăн паянхи пек таса та тирпейлĕ пуласси ĕмĕтре кăна юлнăччĕ. Анчах ĕçлес текенĕн алли тăвать. Ун чухнехи пилпе ял тăрăхĕ çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнни, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлани паян куç тулли курăнать. Ку лайăх, анчах мĕн тунине тирпейлĕ пăхса тăрасси татах та яваплăрах ĕç. Ăна ку тăрăхра пурăнакансем пĕрле пурнăçласси пирки эпĕ паян иккĕленместĕп, - терĕ кунти ĕçсене вĕçне çитерессипе активлă ĕçленисене  Шупашкар тата Чăваш ен митрополитĕнчен Тав çырăвĕсем панă май.

- Пирĕн ял тăрăхĕнче çакăн пек таса вырăн уçма пултарнишĕн ял тăрăхне тата унăн пуçлăхне Г. Трофимова пысăк тав. Кунти тирпейлĕх ял çыннисен нумай çул хушшинчи ĕмĕчĕ. Вăл тинех пурнăçланчĕ, - терĕ Шупашкартан килсе çитнĕ М. Тихонов.

- Паянхи кун ял тăрăхĕшĕн çеç мар районшăн та паллă пулăм. Эсир тирпейлĕхе юратни ыттисене те вырăнтан хускатасса шанатăп, - палăртрĕ район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн пуçлăхĕ Е. Чернова.

- Мĕн пурнăçланипе лăпланас марччĕ-ха. Пирĕн ял тăрăхĕнче тирпей-илем кĕтекен çăлкуçсем пĕре-иккĕ çеç мар. Вĕсем патне те çынсен аллисем çитессе шанатăп, - терĕ мĕн пурнăçлани малашлăхри ĕçсен тĕслĕхĕ пулнине палăртса ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Трофимов.        

Асăннă уява пухăннисем çăлкуç вăл Турă панă япала пулнăран малашне пирĕнте ĕненÿ те çăлкуç пек тапса тăтăр тесе пĕр шутлă пулчĕç.

А. БЕЛОВ.



Муркаш райнĕн хаçачĕ
21 ноября 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter