Элĕк районĕ: географипе диктант çырчĕç

Ташшисем питех те илĕртÿллĕ

 Юрра-ташша юратакан ачасем сахалах мар-ха Элĕк тăрăхĕнче. Вĕсен пултарулăхне кашни уяврах курса савăнатпăр. Пирĕн пĕчĕк артистсем хăйсен ăсталăхĕпе вырăнти куракансене çеç мар, тĕрлĕ шайри конкурссен жюри членĕсене те тыткăнлаççĕ. Акă иртнĕ канмалли кунсенче Элĕкри ÿнер шкулĕнче пĕлÿ илекен тĕрлĕ çулхи ачасем Лилия Ефимова вĕрентекен ертсе пынипе «Ташла» Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш конкурса хутшăннă. Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен килнĕ коллективсемпе вăй виçнĕ. Чи пĕчĕккисен ушкăнĕнче Артем Алексеевпа Дарья Ефимова «Эпир хирĕçместпĕр» ташăпа 3-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. 10-13 çулхисен ушкăнĕнче «Ладушки» ташă ушкăнĕ, Юлиана Степановăпа Алексей Осипов дуэчĕ, Селина Борисова палăрнă, виççĕмĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ.

 

Географипе диктант çырчĕç

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Раççейре пурăнакансем географи диктанчĕ çырчĕç. Ку енĕпе пирĕн районта пурăнакансем те хастарлăх кăтартрĕç. Хальхинче 20 ытла çын хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме Элĕк шкулне пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Элĕк, Тени, Юнтапа, Мăн Вылă шкулĕсенче пĕлÿ илекен ачасене курма тÿр килчĕ. Çавăн пекех Юнтапари вăтам шкул директорĕ Альберт Кондратьев, асăннă шкулта географи предметне ертсе пыракан Эльвира Афанасьева, Тенири тĕп шкул директорĕ Светлана Герасимова, Вутлан шкулĕн вĕрентекенĕ Татьяна Пантелеймонова, Элĕкпе Мăн Вылă вăтам шкулĕсенче асăннă предмета вĕрентекен Эдикт Волковпа Геннадий Никандров пулчĕç.

«Географи диктантне кăçал пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Тÿрех палăртам, 36 çул каялла шкулта вĕреннĕ хăш-пĕр япала манăçнă пулин те, чылайăшне астăватăп. Вăтам паллă та пулин илес шанчăк пурах», - палăртрĕ А.Кондратьев.

 

Шкул ачисем хастартарах

 

Октябрь уйăхĕнче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнчи ГТО тесчĕсем ирттерекен центр Кĕркуннехи ГТО фестивалĕ ирттерме пуçлани çинчен хыпарланăччĕ. Акă иртнĕ шăматкун та, Спортпа сывлăх кунĕнче, комплексăн V ступеньне кĕрекен çамрăксем «Хĕлхем» спорт шкулĕн залĕнче вăй виçрĕç.

Хальхинче пневматика винтовкинчен перессипе, инçĕшне сикессипе, 2000 метр чупассипе хăйсене тĕрĕслерĕç. Юлашки вăхăтра ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе шкул ачисем хастар пулнине палăртмалла, вĕрентекенсем те ку пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕнчен пăрăнса юлмаççĕ. Шăматкун иртнĕ черетлĕ фестивале тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсене те йыхравланăччĕ, шел, Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Павлов çеç хутшăнма кăмăл турĕ. Аса илтеретпĕр, «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнчи центр сире яланах хапăл туса йышăнать.

 

 

Туя тытас е коньки тăхăнас?

Кулленех шăпăрлансем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ача садне васканине куратăп. Тĕкĕр пек яп-яка çулпа выляса та кăшкăрашса пыраççĕ. Ура çине çирĕп тăрайманран, шуçа-шуçа ÿкнĕрен ахăлтатсах кулаççĕ. Пĕчĕкскерсене интереслĕ, шуçлак çул-йĕр мĕн патне илсе çитерме пултарнине пĕлменренех вăйă-кулă вырăннех йышăнаççĕ ăна вĕсем. Аслисем тимлĕ пулма асăрхаттараççĕ. Ăнăçлă ÿксен, нимĕн те амантмасан юрать-ха. Шăп та шай çул-йĕр, тротуарсем пăрлак тапхăрта ÿксе аманнисен, ал-ура хуçнисен шучĕ палăрмаллах ÿсет. Районти тĕп больница ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ тапхăрта урамсенчи çулсем çинче ÿкнĕрен 4 çын медицина пулăшăвĕ ыйтса килнĕ. Республикăра вара кун пек тĕслĕхсен шучĕ татах та нумайрах, тротуарсем пăрлак пулнăран шуçса ÿкнипе пĕр çын пурнăçĕ татăлнине те регистрациленĕ.

Эппин, асăннă тĕслĕхе тĕпе хурса районти çулсем çинче тимлĕхе татах та ÿстермелле пек. Ĕнер ÿркенмесĕрех Элĕк салинчи тротуарсемпе утса çаврăнтăм. Хамăн çул çÿреве яланах халăх йышлă çÿрекен вырăнтан пуçлатăп. «Çăлкуç» ача садне каймалли çула такăрлататăп. Тротуар хĕвел питтинче тĕкĕр пекех çутатса выртать. Инкек пуласран шикленекен çынсем тротуарăн икĕ айккипе те юр çийĕн çул тунă, вĕсем те темиçе кун хушшинче якалса кайнă, шикленÿсĕр утма та май çук. Парк çумĕнчи аллея вара тĕрлĕ çулхисемшĕн хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев. Тĕп урампа, «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ еннелле каякан тротуарсем те шиклĕх çуратаççех. Вокзала та ывăннăран мар, ÿкесрен хăраса урана аран-аран шуçтарса çитетĕп. Юмахри тĕрлĕ сăнарсем вырнаçнă паркри утма çул та ачасемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Элĕкĕпе çÿресен те пасар территорипе иртекен тротуарпа утнă чухне тата тĕп больницăн поликлиники умĕнче çеç хама шанчăклăрах туйрăм. Кунта хăйăр сапни курăнать. Ытти çĕрте вара ăна вуçех те асăрхаймăн. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнчи лару-тăру та ку енĕпе лайăххисен йышĕнче мар.

Элĕк салинчи тротуарсене, çуртсем умĕнчи территорисене пăхса тăрассишĕн кам яваплă-ха; Ку ыйту çине те тÿрех хурав тупма пулмарĕ. Район администрацийĕн строительствăпа обществăлла инфратытăм пайĕнче пĕлтернĕ тăрăх, çÿлерех асăннă ыйту çине ял тăрăхĕ хурав пама тивĕç-мĕн. Унта тăрăшакансем вара мана тротуарсене пăхса тăрассине тепĕр çынна шанса панине, çурт умĕнчи территорисене «Жилище» Управляющи компани пăхса тăнине пĕлтерчĕç. Иккĕшĕнпе калаçсан та ыйту çине хуравне шырасан та, тротуарсем çине хăйăрпа тăвар хутăшне камăн сапмаллине тивĕçлипе ăнланаймарăм. Нивушлĕ малашне инкекрен сыхланас тĕлĕшпе алла йĕлтĕр туйи тытма е урана коньки тăхăнма тивет-ши;

Эльвира КУЗЬМИНА.

 

Ÿсĕрле çула ан тух, водитель!

Транспорт хатĕрĕн рулĕ умне ÿсĕрле ларнăшăн административлă майпа явап тыттарасси çирĕпленсех пырать пулин те, ăна ăса хывман водительсем тупăнсах тăраççĕ. Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче кăна «çуттине» сыпнă хыççăн автомашинăпа çула тухнăшăн 38 çынна тытса чарнă. Ÿсĕр водительсене пула Элĕк районĕнчи çулсем çинче 3 авари регистрациленĕ. Инкексенче 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 3 çын суранланнă.

Кун йышши тĕслĕхсен шутне чакарас тĕлĕшпе уйăхра икĕ хутчен «Ÿсĕр водитель» профилактика операцине ирттеретпĕр. Ноябрĕн 20-мĕшĕнче кун йышши черетлĕ рейд йĕркелерĕмĕр. Çавăн чухне ĕнтĕ Элĕк тăрăхĕнчи çулсем çинче «хаяррине» тутаннă хыççăн автотранспортпа çула тухнă икĕ водителе тытса чартăмăр. Пĕрин тĕлĕшпе РФ административлă майпа явап тыттарасси çинчен калакан Кодексăн 12.8-мĕш статйипе - ÿсĕрле руль умне ларнăшăн протокол çырма тиврĕ. Тепри вара айăплавран пăрăнас тесе эрех сыпнипе сыпманнине палăртма медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçлерĕ. Ун тĕлĕшĕпе те протокол çырнă. Кун пек рейдсем малашне те иртĕç. Ноябрĕн 21-26-мĕшĕсенче вара республикăра пассажирсене лицензисĕр турттаракансене тупса палăртассипе рейд иртет.

В.ПЕТРОВ,

«Вурнарский» районсем хушшинчи çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕ.

 

Юлташсемшĕн - ырă тĕслĕх

Уроксем вĕçленчĕç те, 11-мĕш класра ăс пухакан хĕр киле мар, спортзала васкарĕ. Çитес ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленмелле-çке. Епле-ха унсăрăн. Мăн Вылăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕренекенсем яланах спортра малтисен ретĕнче пулнă. Çак ырă йăлана халĕ те çирĕп тытса пыраççĕ. Вĕренÿре те, спортра та пысăк çитĕнÿсемпе палăракан çамрăксем сахал мар шкулта. Хастар хĕрсемпе каччăсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче, шанчăклă юлташсем те вĕсем.

Арина Васильева кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма пуçланă. Çитĕнÿсем туни уншăн пурнăçри тĕллев пулса тăнă. Аринăшăн волейбол, баскетбол вăййисем чуна çывăх. Вăл спортăн çак енĕсемпе шкулти тата районти ăмăртусенче пĕр хутчен кăна палăрман. Сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурать вăл, «Сывлăх - пирĕн пуянлăх» девизпа пурăнма тăрăшать. Унсăр шкулти хĕрсен баскетбол тата волейбол командисен вăййине курма та май çук. Темиçе хутчен те шкул чысне çак енсемпе хÿтĕленĕ вăл. Команда яланах малти вырăнсене йышăннине палăртмалла. Кунта Аринăн тÿпи пысăк. Вăл командăсен капитанĕ-çке.

Вĕрентекенсем те унăн пĕлĕвне «5» тата «4» паллăсемпе çеç хаклаççĕ. Хĕр шкулти, районти предмет олимпиадисенче, тĕрлĕ конкурсра палăрать. Пур енлĕн аталанса пыракан хĕр юрра-ташша та ăста. Вăл «Раççейĕн çамрăк сасăсем» Пĕтĕм тĕнчери эстрада юррисен конкурсĕнче те палăрнă. «Раççей, эпĕ сана юрататăп» патриотла юрăсен районти фестиваль-конкурсĕнче те çĕнтерÿçĕсен йышне лекме пултарни çамрăка хавхалантарса тăрать. Çакăн йышши конкурссем ăна тавракурăма анлăлатма, çĕнĕ тус-юлташ тупма тата вĕренÿре пулăшнине те пытармасть вун пĕрмĕш класс хĕрĕ.

Акă нумаях пулмасть Арина тепĕр конкурсра та çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ачасемпе пултарулăх центрĕ район шайĕнче ирттернĕ «Раççей - манăн çĕршыв» пултарулăх конкурсĕнче Арина Васильева «Халăх пĕрлĕхĕпе кăна патшалăх пĕрлĕхре» номинацире çĕнтерчĕ. Ăна пулăшса пыраканĕ - вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Октябрина Афанасьева. Аринăн ĕçне республика шайĕнче иртекен конкурса тăрат-нă. Республикăри 16 районпа 5 хулари вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухакан хĕрсемпе каччăсен 155 ĕçне пăхса тухма тивнĕ сумлă жюрин. Апла пулин те çÿлерех асăннă номинацире Арина пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.

Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Арина Васильева психолог профессине алла илме ĕмĕтленет. Анлă тавракурăмлă хĕр кашни предмета юратса вĕренет.

Вера МОРОЗОВА.

 



Элĕк районĕн хаçачĕ
21 ноября 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter