Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Республикăри онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги центрĕнче пулнă

 Шыçă чирĕсене сиплеме ирĕк паракан ятарлă службăн ĕçне Чăваш Ен ертӳлĕхĕ кулленхи тĕрĕслевре тытать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Республикăри онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги центрĕнче пулнă. Кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă, малашнехи аталану çул-йĕрĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă. Диспансерăн тĕп врачĕ Лидия Воропаева хăйĕн сăмахĕнче, çĕнĕ корпуса пурĕ виçĕ уйрăм куçарнине палăртнă. Вĕсем: онкогинекологи, абдоминальнăй онкологи тата торако-абдоминальнăй онкологи. Операци ирттермелли ултă урăм кулленех ĕçленине те пĕлтернĕ. Абдоминальнăй онкологи уйрăмĕн тĕп врачĕ Вячеслав Григорьев çĕнĕ корпуса куçнине кура, условисем питĕ лайăхланнине, халăх та кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.   Кунта сипленме килнисене хăйне евĕр питĕ паха палатăсенче усранине, çынсем хăйсем те çакнах çирĕплетсе каланине асăннă. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрсем чирлисен инкекĕсене вăхăтра сирсе яма, пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май панине каланă Вячеслав Григорьев.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сипленме килнисемпе курнăçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Вĕсем пурте пĕр харăссăн, условисем çĕнĕ корпусра çав тери лайăх пулнине тепĕр хут çирĕплетсе каланă. Хирурги корпусĕнче ĕçлекенсем Чăваш Республикин ертӳлĕхне çакăн пек пысăк объекта хута яма витĕм кӳнĕшĕн чун-чĕререн палăртса тав сăмахĕсем каланă. Регионти сывлăх сыхлавĕн пайне аталантарса, кулленех çĕнетсе пынишĕн ырланă. Чăваш Енри онкологи службине модернизациленĕшĕн тав тунă. Кун пек лайăх условисем пирки ĕмĕтленнĕ çеç пулнă хăй вăхăтĕнче тенĕ медицина ĕçченĕсем. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене тухăçлă ĕçленĕшĕн ырланă, сипленме килнисене вара часах сывалса тухма сĕннĕ. Сăмаха май, Республикăри онкологи диспансерĕнче шыçă чирĕсемпе аптракансене комплекслă сиплеме тĕрлĕ условисем пулнине асăннă Михаил Игнатьев. Пуласлăхра Чăваш Енре Ядерлă медицина центрĕ те хута ярасси пирки федераци службисемпе хĕрӳ ĕç пынине палăртнă вăл. Тепĕр тапхăрпа диспансер çумĕнче тепĕр пысăк база – молекулярлă-генетика лаборатори 2017-мĕш çулта хута яма тĕллев лартнă. Кун пирки чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче онкодиспансерта ĕçлекенсемпе тĕлпулу ирттернĕ чух  та ыйтăва хускатнă.

  Палăртса хăвармалла, онкологи уйрăмĕнче ĕçлекенсем хăйсен пĕлӳ шайне кулленех ӳстерсе пыраççĕ. Тĕрлĕ семинарсем, актуаллă ыйтусемпе тĕнчери, ют çĕршывсенчи чи паллă онкологсемпе  уçă калаçусем йĕркелеççĕ. Чирлĕ çынсене сиплессипе çыхăннă чи кăткăс ыйтусене татса пама телемедицина технологийĕсемпе усă курса Мускав специалисчĕсенчен консультаци пулăшăвĕ илеççĕ. Чăваш Енри онкологи диспансерĕ çĕршыври ытти регионсенчи наукăпа тĕпчев институчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, Раççейри Н.Н. Блохин ячĕллĕ онкологи ăслăлăхĕн центрĕпе те килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Паянхи куна илес пулсан,  диспансерта ĕçлекен мĕнпур врачсем  РОНЦра вĕренсе пĕлӳ пухнă.

 



22 ноября 2016
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter