Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Чи малтанах вăл ларăва пухăннисене, çемье тĕрекне упраса хăварма, тĕп пурлăха çирĕп тытса пыма, Атте тата Анне ăнлава ӳстерсе пыма, çитĕнекен ăрăва витĕм кӳме, 2017-мĕш çула Амăшĕ тата Ашшĕ çулталăкĕ тесе йышăннă Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Халăх, патшалăх вăйĕ çемьере. Тĕрĕс-тĕкел, килĕштерсе пурăнакан çемьешĕн нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар. Кунсăр пуçне паян тепĕр Указ пирки пĕлтернĕ, республикăри Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсене çирĕплетнине каланă. Сăмаха май, чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче «çавра сĕтел» мелĕпе регионти тĕрлĕ политика партийĕсен представителĕсемпе иртнĕ калаçу пирки те чарăнса тăнă. «Эпир нумай енлĕ шухăша тĕпе хума тăрăшатпăр.  Обществăлла организацисен ертӳçисен, тĕрлĕ политика партийĕсен пуçаруллă сĕнĕвĕсене те итлетпĕр, чи хастар та нумай сасă пухнă предложенисене ĕçе кĕртме тăрăшатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

  Ларăва пухăннисем Чăваш Енри хула строительствин ĕç-хĕлĕ пирки те калакан саккун проектне пăхса тухнă. Кун пирки Чăваш Республикин строительство министрĕ  Владимир Михайлов тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр хăйĕн сăмахĕнче, асăннă саккун проектне Раççей Федерацийĕн Хула строительстви çинчен калакан кодекса тĕпе хурса хатĕрленине асăннă.  

Чăваш Республикин туризм çинчен калакан саккун проектне тишкернĕ. Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче, регионта туризм вăй илсе пынине палăртнă. Министр каланă тăрăх, çулталăк вĕçленнĕ тĕле, пĕтĕмпе Чăваш Республикине 170 пин ытла турист килсе курма кăмăл тăвасси паллă пулнине асăннă. Вĕсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтернине, çав шутрах 1 млрд тенкĕлĕх тупăш илнине те асăннă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ субъекчĕсем паянхи пурнăç таппинче туризм рынокĕнче хастар ĕçленине, тупăша та чылай пуçтарнине каланă. Туристсем валли ытларах регионта суту-илӳ рынокне анлăрах сармаллине, тĕрлĕ условисем йĕркелесе тăратмаллине палăртнă. Халăх вăл çавăн пек йышăну тума юратать, ăçта условисем лайăхрах, унта кайса курма кăмăллать. Туризм ыйтăва экспертсен пĕрлешĕвĕсемпе, обществăлла организацисемпе, республикăри районсемпе хуласенче ĕçлекенсемпе тĕплĕн сӳтсе явма, аталантарса пыма хушнă регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикинчи муниципаллă служба пирки калакан саккун проектне пăхса тухнă, йышăнса хăварнă.  Проекта Раççей Федерацийĕн саккунне пăхăнса хатĕрленĕ.

 Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Чăваш Республикин Экономика министерстви çумĕнчи, апат-çимĕçе лаборатори витĕр кăларакан бюджет учрежденине пăрахăçласси пирки проекта пăхса тухнă,  кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Виталий Емельянов хăйĕн сăмахĕнче, çак палăртнă учреждени хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçламаннине, апат-çимĕç таварĕсем пахалăх енчен начар пулнине палăртманнине пăшăрханса каланă, социаллă сферăра час-часах кăлтăксем тупăннине асăннă. Малашне çак çуртра Чăваш Республикинче промышленноçпа инвестицине аталантарассипе ĕçлекен Фонд пуласси паллă. Палăртса хăвармалла, пăрахăçланнă  учрежденире хальхи вăхăтра ултă çын ĕçлет, ыттисене ĕçрен хăтарнисене, хăшĕ-пĕрисене çĕнĕ йĕркеленекен Фонда вырнаçтарма тĕллев лартнă.  

Чăваш Республикинчи районсемпе хуласене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене куçарса, хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва татса пама, 2016-мĕш çулта республика бюджетĕнчен парса тивĕçтермелли укçа-тенкĕн виçине пайласа пама ирĕк паракан проекта йышăннă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов палăртнă тăрăх,  Программăн IV–мĕш тапхăрне пурнăçлама cаккун проектне çĕнĕлĕх кĕртнĕ хыççăн,  республика хыснинче 2016 çул валли  362780,6 пин тенкĕ ӳстернĕ.  Вăл шутран Программăн 3-мĕш тапхăрне пурнăçлама 5988,7 пин тенкĕ,  тăваттăмĕш тапхăрпа ĕçе пурнăçлама 356791,9 пин тенкĕ пăхса хăварнă.   Чăваш Ен тĕп хулине пурĕ 277 млн тенкĕ уйăрнă.    Ытларах укçа-тенкĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулине куçасси паллă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсен хăйсен те укçа-тенкĕне хушса тӳлеме бюджетра пăхса хăвармаллине асăннă.  Асăннă программăна 2017-мĕш çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçне хĕрне çитерме асăрхаттарнă.  Шупашкарта Программа еплерех пурнăçланса пыни çинчен администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тĕплĕн каласа кăтартнă.  Вăл йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă, укçа-тенкĕ çинчен сăмахланă, подрядчиксем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламаннине те асăннă. Калăпăр, «Волга» организаци 2010-мĕш çултанпа строительство ĕçне пуçламаннине каланă.  Ĕçлемелли ĕç хутне те тахçантанпах пăрахăçланине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тĕрĕслев управленине ыйтăва çирĕп тишкерме хушнă.  Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене, депутатсене те  явăçтарма каланă. Ыйтăва халăхпа пĕрле сӳтсе явма сĕннĕ Михаил Игнатьев.  Программăн тăваттăмĕш тапхăрĕпе пурнăçланакан ĕçе Шупашкара республика бюджетĕнчен укçа куçманнине каланă Михаил Игнатьев. Муниципалитетăн укçа-тенкĕ резервра  сахал мар пур. Çĕрсемпе усă курнăшăн арендаторсем те тӳлесе татман парăмсем 300 млн тенкĕ пухăнса кайнă. Вĕсене вăхăтра пуçтарса пымалла.  Хула влаçĕн яваплăха туйса ĕçлемелле, парăмçăсене  пурлăхсемпе усă курнăшăн тӳлеттермеллине çирĕп каланă вăл. Пĕр çынна пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçи пирки ыйтăва та пăхса тухнă, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă.  Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Елена Сапаркина  хăйĕн сăмахĕнче, кăçалхи çул виççĕмĕш кварталта иккĕмĕш кварталтипе танлаштарсан укçа виçи 0,7 процент чакнине каланă, 8376 тенкĕ пулнине пĕлтернĕ.   Телекоммуникаци, информатизаци тата геоинформаци технологисен тытăмĕнчи ĕçченсен ĕç укçи çинчен калакан йĕркене те пăхса тухса  çирĕплетнĕ. Республикăра çак асăннă  информаци технологисен центрне нумаях пулмасть йĕркелесе янă пулнă.  Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн сăмахĕнче, енчен те республикăри IT тытăмĕнче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçин виçи 32,7 пин тенкĕпе танлашать пулсан,  çак центрта тăрăшакансен шалу укçин виçине  те çакăн пек шая илсе çитерме тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Чăваш Енри транспорт тытăмĕн аталанăвĕ пирки калакан йышăнăва кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен  проекта тишкернĕ.  Программăри çĕнĕлĕхсем, вырăнти пĕлтерĕшлĕ  автомашина çулĕсене реконструкцилеме,  2017-2019-мĕш çулсенче регионти çулсене тирпейлесе пăхса тăма, унсăр пуçне Пăрачкаври кĕпере те юсав ĕçĕсене йĕркелеме ирĕк парать.

 Ларăва пухăннисем спорта аталантарассипе çыхăннă укçа-тенкĕ ыйтăвĕ пирки те проекта пăхса тухнă.  2016-мĕш çулта федераци тата республика хыснисенчен куçакан пулăшусем çинчен сăмахланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорт объекчĕсемпе 100 процента çити туллин усă курманнине пăшăрханса каланă, лару-тăрăва уçăмлатма хушнă. Сăмаха май, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин массăллă спорта аталантарас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине, ăна пурнăçлассипе пурин те тухăçлă ĕçлесе пымаллине çирĕп каланă.  «Сывă наци текен ăнлав – патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. Пуçаруллă пулман чиновниксене критиклесе хăварнă. Спортра ытларах çитĕнӳсемпе палăрас тесессĕн, Чăваш Республикин Спорт министерствине Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствипе тачă çыхăнса ĕçлеме хушнă.    Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă ларăва пухăннисем, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



23 ноября 2016
16:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter