Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе канашлу ирттернĕ

 


Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе канашлу ирттернĕ. Хăй çак кунсенче Мускавра ĕçлĕ визитпа пулни çинчен кĕскен каласа кăтартнă, уйрăм ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Чи малтанах чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Священнăй Синод Православи Чиркĕвĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл 70 çул тултарнă ятпа ирттернĕ торжествăлла мероприятире  пулни пирки пĕлтернĕ.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирила юбилей ячĕпе саламланине, çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орден парса чысланине каланă.  Тĕлпулу вăхăтĕнче Шупашкарти Калинин урамĕнчи Преподобнăй Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта Пысăк Собор чиркĕвĕн строительство ĕçĕ пирки те сӳтсе явнине асăннă. Преподобнăй Сергий Радонежский çуралнăранпа 700 çул çитнине уявласа Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Высокопреосвященнейши Варнава пил панипе чиркӳ тумалли вырăна сăвапланă. Кирилл Святейший Патриарх Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта лартакан чиркĕвĕн никĕсне асăну капсулине хывни - асра тытмалли тепĕр самант. Ăна 2015-мĕш çулта çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикинче ĕçлĕ визитпа килнĕ чухне хурса хăварнине аса илнĕ.  Çак аслă чиркӳ республикăри чи çӳллĕ тата пысăк пуласси те паллă. Ăна халăх пĕрлĕхре пуçтарăнса çĕклесе лартма килĕшнĕ. Чăваш митрополийĕ, строительство организацийĕсем, уйрăм çынсем предпринимательсем пĕрлешсе строительство ĕçне хăйсен ирĕкĕпе пурнăçлама палăртнă.   «Строительство ĕçĕнче витĕм кӳнĕ предпринимательсен ячĕсем ĕмĕрлĕх ылтăн сăрăпа çырăнса юлĕç», - тенĕ республика Ертӳçи.  Федераци шайĕнче ĕçлекен ертӳçĕсемпе хăш-пĕр ыйтусем пирки калаçнине, вĕсене пурнăçа кĕртме тĕллев лартни çинчен канашланине палăртнă.  Федерацин влаç органĕсенче ĕçлекенсем, тĕрлĕ обществăлла организацисем Чăваш Республикин ĕçне пысăка хуни куçкĕретех, вĕсем пире шанаççĕ, ĕненеççĕ.  Пирĕн малашне те вĕсен шанăçне тӳрре кăларассишĕн тухăçлă ĕçлесе пымалла тесе çирĕп каланă Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрне Юрий Исаева, министерствăна федераци шайĕнче тĕрлĕ вĕренӳ енĕпе йышăннă проектсен ĕçне хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем Канаш монохула пирки те сăмах пуçарнă, Атăл леш енне газ кĕртес ĕç пирки те чарăнса тăнă. Çĕнĕ çул валли хатĕрленесси çинчен те сӳтсе явнă. 

 


 


 



23 ноября 2016
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter