Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл 70 çул тултарнă ятпа иртекен ятарлă мероприятисен уявне хутшăннă

 

Михаил Игнатьев по приглашению Священного Синода Православной Церкви принял участие в мероприятиях, посвященных 70-летию Святейшего Патриарха Московского и всея Руси Кирилла
фото с сайта www.kremlin.ru


Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл 70 çул тултарнă ятпа иртекен ятарлă мероприятисен уявне хутшăннă.  Мускав тата Руç Патриархне Кирилла Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин саламланă, çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орденпа чысланă.

 Палăртса хăваратпăр, Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче 70 çул тултарнă. Унăн ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çырнă телеграммăра çакăн пек каланă: «Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур халăх ячĕпе Сире Чиркӳ ĕçĕнче таса чунпа тăрăшнăшăн, çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипет туйăмне лайăх енне аталантарса пыма витĕм кӳнĕшĕн тав тăватăп. Шухăшласа хунă мĕнпур ĕмĕт пурнăçлантăр тата пĕтĕм ырă пуçарура ăнăçу тата ҫитӗнӳ Сирĕнпе яланах юнашар пулччăр», - тенĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патриарха Чăваш Республикине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килнĕ чухне Вырăс Православи Чиркĕвĕн Предстоятелĕ Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тăван çĕр ырлăхĕшĕн таса чунпа ĕçленĕшĕн Тав çырăвне парса хисеп тунă. Халăх пĕрлĕхре пулни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çав тери лайăх ăнланнине палăртса çырнă Тав çырăвĕнче.  Яланах çĕр çинче мирлĕ пурнăç, тăнăçлăх хуçалантăр тенĕ. Аслă Турă Сирĕнпе пĕрле пултăр, пехиллетĕр тенĕ çырура Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл.  Çӳлерех асăннă пысăк мероприятине Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитчĕ Варнава, Ултăрпа Пăрачкав Епископĕ Федор, Канаш тата Тăвай районĕсен Епископĕ Стефан, Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир-Крганов хутшăннă.



23 ноября 2016
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter