Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «ЧЭАЗ» АХО валли ĕç кадрĕсем хатĕрлекен ресурс центрĕнче тĕрлĕ регионсем хушшинче иртекен XII-мĕш форумăн пленарлă ĕçне хутшăннă

Чӳк уйăхĕн  24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «ЧЭАЗ» АХО валли ĕç кадрĕсем хатĕрлекен ресурс центрĕнче тĕрлĕ регионсем хушшинче иртекен XII-мĕш форумăн пленарлă ĕçне хутшăннă.  Пухăннисем стратеги тата ăнăçлă бизнесăн ĕç-хĕлĕ  ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă.  Çак мероприятине Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне халалласа ирттернĕ.  Паллă пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Енри суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин хутшăннă.  Форум ĕçне пухăннисене чи малтан Михаил Игнатьев саламланă, çакăн йышши мероприятине предпринимательсен пĕрлешĕвĕн пуçарăвне тĕпе хурса йĕркеленине палăртнă вăл.  Чăваш Республикин патшалăх политикин приоритечĕсем: регионăн ĕç климатне лайăхлатасси, инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерсе пырасси пулнине каланă.  «Пирĕн регион çĕр айĕнчи пурлăхсемпе пуян мар, анчах та ĕçлеме юратакан çынсемпе пуян пулни вара никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Эпир ытларах çынна инвестици хывассипе тăрăшса ĕçлетпĕр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче вăл.  Республика хыснинчен кашни виççĕмĕш тенки регионти вĕренӳ пайне тăкакланнине асăннă.  Палăртма кăмăллă, федераци шайĕнче республикăри шкулсем çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илеççĕ.  Чи лайăх ТОП-500 Раççейри шкул шутне, Чăваш Енрен 9 пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан учереждени кĕнĕ. Раççейри чи лайăх ТОП-200 ялти шкул шутĕнче пирĕн регионтан 8 шкул.  Республикăра тракторсем кăларакан заводра лару-тăру çăмăлах мар пулин те, пур-пĕр регионта промышленноç производствин индексĕ кăçал вунă уйăх хушшинче 108,5 процентпа танлашнине пĕлтернĕ, ӳсĕм пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай пысăк. «Регионта ĕçлекен предприятисен таварĕсене ытти регионсем, ют çĕршывсем те хапăл тусах йышăнаççĕ. Пуласлăхра туризм ыйтăвĕпе ытларах çине тăрса ĕçлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев. Республикăра социаллă политика аван йĕркеленсе пынине те палăртса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ăна кура, нумай çул пурăнакансен йышĕ те куçкĕретех ӳссе пынине, юлашки çулсенче тин çеç кун çути курнă пепкесем пурнăçран  вăхăтсăр уйрăлса кайнă тĕслĕхсем те, пачах та пулман тесен те йăнăш мар. Ку енĕпе кăтату Раççей шайĕнче ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Экономика енчен лару-тăру çăмăлах мар пулин те, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех пурнăçлама тĕллев лартнине каланă Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕсене малалла тăснă май.  Строительствăра, медицинăра, ача сачĕсемпе шкулсене хăпартса лартас ĕçре те пысăк çитĕнӳсемпе палăрни куçкĕретех. Коррупцине хирĕç кĕрешес ĕç те кирлĕ пек шайра пулса пырать. Пĕр сăмахпа палăртас пулсан, республикăра общество-политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине каланă вăл.  Чăваш Енре бизнеса вăй илме аван, условисем çителĕклĕ. Пысăк технологи çĕкленсе пынине палăртнă.  Пурне те экономикăна вăй илтерсе пырассипе пĕрлешсе ĕçлеме чĕнсе каланă вăл форума пухăннисене.

«АФНОР Рус» генеральнăй директорĕ Леонид Дворкин  апат-çимĕç индустрийĕнче ХАССП тытăмне  пуласлăхра вăй илтерсе пырасси пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.   «АФНОР Рус»  ТМЯО ячĕпе «Акконд» акционерсен пĕрлешĕвне пахалăха çирĕплетекен сертификат парса чысланă. «Çав тери  лайăх тĕрлĕ таварсем калăплассипе тăрăшса вăй хураççĕ, пахалăхĕ те çӳллĕ шайра пулни пурне те савăнтарать», - тенĕ Леонид Дворкин.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Акконд» предприятийĕн пылак çимĕçĕсем ют çĕршывсенче те анлăн сарăлнине каланă. «Тепĕр тесен, паянхи пурнăç таппинче Чăваш Республикин визитлă карточки те пулса тăчĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Регион шайĕнче ХАССП тытăмне вăй илтерсе пырас ыйту пирки Чăваш Республикинчи суту-илӳ промышленноç палати çумĕнчи Комитет председателĕ Игорь Ефимов тĕплĕн каласа кăтартнă.  Шупашкарти электроаппарат завочĕн АХО генеральнăй директорĕ Александр Федотов хăйĕн сăмахĕнче, «ЧЭАЗ» АХО ĕç кадрсене хатĕрлессипе ĕçлекен ресурс центрĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Центр çине мĕн тăкаклани пĕтĕпех саплашăнса пынине уйрăммăн палăртса хăварнă. «Бирс Арматура»  ТМЯО директорĕ Вадим Сироткин хăйĕн сăмахĕнче, техника енĕпе ĕçлекен специалистсене ытларах хатĕрлесе кăлармалли пирки  каланă, çамрăксене çак ĕçе явăçтарма сĕннĕ. «Автоматика» ТМЯО директорĕ Сергей Сорокин ĕç специальнăçĕсен пĕлтерĕшне ӳстерсе пыма каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртсе пыракан çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тенине аса илсе хăварнă. Ятарлă пулăшусемпе тивĕçтермелли йышăнусем те сахал мар пулнине каланă. Калăпăр, физика тата математика пĕлĕвĕнче пысăк кăтартусемпе палăрнисене 2 пин тенкĕ   стипенди пама йышăннă.   Раççей Вĕренӳ министерстви йĕркеленĕ конкурса мала тухнине кура, Шупашкарта технопарк хута кайнине асăннă. Раççей шайĕнче ултă регионта  промышленноç тата инженер технолог енĕпе ятарлă центрсем хута кайнине те асăнса хăварнă.  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнче транспорт тата ял хуçалăх енĕпе ĕçлеме вĕрентсе кăларакан ятарлă центр та çĕклесе лартма тĕллев лартнă.

  «Агентство стратегических инициатив по продвижению новых проектов» Чăваш Енри коммерциллĕ мар организацийĕн общество представителĕ Анатолий Яруткин хăйĕн сăмахĕнче, НФЦче бизнес валли ятарлă «пĕр чӳрече» мелĕпе ĕç йĕркелеме май пуррипе çукки çинчен ыйтса пĕлнĕ.  Михаил Игнатьев  пĕлтернĕ шухăша ырланă, Чăваш Республикин Экономика министерствине ыйтăва уçăмлатма сĕннĕ, уйăх хушшинче хуравне тăратма каланă. «В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО» АО генеральнăй директорĕ Александр Лившиц республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Правительство ертӳлĕхне предпринимательсене пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Чăваш Енре ĕç климачĕ çӳллĕ шайра пулнине асăннă вăл. «Чăваш Республикин пахалăх марки» кăçал республика шайĕнче иртнĕ конкурс çĕнтерӳçисене тата «Раççейри чи лайăх 100 тавар» Пĕтĕм тĕнчери Программа-конкурсра мала тухнисене наградăсем парса чысланă. Тĕплĕнрех



24 ноября 2016
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter