Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕнче вĕсен професси уявне халалланă мероприятине хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕнче вĕсен професси уявне халалланă мероприятине хутшăннă. Налук органĕнче тăрăшакансене саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев яваплăха туйса пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн ырланă, вĕсем тухăçлă ĕçленине кура республика хыснин тупăш пайĕ кирлĕ пек тулса пынине палăртнă. Пухăннă укçа-тенкĕпе регионти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панине, республика тата муниципалитет программисене пурнăçлама тăкакланнине каланă. «Сирĕн, саккунсен пайне çĕнĕлĕхсем кĕртсе пырас  текен  пуçаруллă шухăшсем, Раççей шайĕнче те пысăк витĕмлĕ.  Хăш-пĕр ыйтусене саккунсен нормативлă базине кĕртме те тĕллев лартнă», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Раççей Федерацин налук службин  ертӳçипе  Михаил Мишустинпа пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине уйрăммăн  палăртса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсем пирки кĕскен чарăнса тăнă.  Чăваш Республики обществăлла укçа-тенкĕне тытса пырас ĕçĕн пы­сăк тухăç­лăхне кашни çулах ĕненмелле ҫирӗплетнине, бю­джет кăтартăвĕсен уҫҫăн­лăх шайĕ енĕпе ҫӗршыври 85 субъект йы­шĕнче мал­тисен ретĕнче пулнине асăннă. Наци рейтингĕнче республикăн инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕ маларах тăххăрмĕш вырăнта çеç пулнă пулсан, халĕ улттăмĕш вырăна тухни çав тери пысăк çитĕнӳ. РФ Правительство комиссийĕн йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăрать. Çак асăннă комиссийĕн ларăвĕнче Раççейри субъектсене аталантарса пырассипе çыхăннă ыйтусене федерацин влаç органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсемпе тачă çыхăнса çирĕп пăхса тухнине палăртнă вăл.  Раççей бизнесменĕсем экономикăна пысăк витĕм кӳччĕр тесе, кирлĕ пек условисем вĕсене валли йĕркелесе тăратмалли çине тимлĕх уйăрнине каланă. «2025-мĕш çул тĕлне регионта ĕçлекенсен вăтам ĕç укçин шайне 30 пине çитерме тĕллев  лартатпăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи Марина Петрова асăннă служба хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене тухăçлӑн татса парса Чăваш Ен налук службин ĕçченӗсем налук тӳлекенсене налук тӳлессипе ҫыхăннă ти­вĕçсене  пурнăçлама, административлӑ витĕме чакарма лайăх май­­сем йĕр­ке­ленине, налук тытăмне тытса пырас ĕçе çăмăллатма пулăшакан хальхи йышши мал­та пыракан электрон технологийĕсем вăй илсе пынине каланă.       Марина Петрова ертӳçĕ хăйĕн сăмахĕнче,  службăн уйрăм çитĕнĕвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Калăпăр, кăçал 10 уйăх хушшинче пурĕ налук службин ĕçченĕсем 33,1 млрд тенкĕллĕх укçа пухнине, 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан, кăтарту 111,2 процента çитнине пĕлтернĕ. Вĕсенчен федераци хыснине 11,2 млрд, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне 22 млрд тенкĕ хывнă.  Бизнес тытăмĕнче ĕçлекенсене кирлĕ кирлĕ маршăн ятарлă тĕрĕслевсем ирттерсе вĕсене чăрмавсем кӳменнине те асăнса хăварнă вăл.   Марина Петрова çакăн пек пысăк çитĕнӳсем Чăваш Республикинче влаç органĕсенче  тăрăшакансемпе пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесе пынине кура пулнине каланă.  

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленинче вăй хуракансене ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн ырласа тав тунă.  «Пирĕн бюджет социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин тивĕçтерме май парать», - тенĕ министр. Мероприятире яланхиллех, хисепе тивĕçнĕ ĕçченсене патшалăх наградисене парса чысланă. Тĕплĕнрех 



24 ноября 2016
10:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter