Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительство Çуртĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ канашлу ĕçне хутшăннă

 Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительство Çуртĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ канашлу ĕçне хутшăннă, ĕç укçипе пухăннă парăмсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.   Ĕçе видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ. Паллă пулăма РФ субъекчĕсен ертӳçисем хутшăннă.  Селектора çакăн пекех РФ Правительствин Председателĕн çумĕ  Ольга Голодец, финанс Министрĕ Антон Силуанов, экономика Министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Елин, ĕç тата социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин, промышленноç тата суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров, строительство Министрĕ Михаил Мень,  Раççейри никама пăхăнман профсоюзсен федерацийĕн обществăлла организацийĕн председателĕ Михаил Шмаков, Раççейри промышленниксен тата предпринимательсен  пĕрлешĕвĕн президенчĕ Александр Шохин хутшăннă.  Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче, пур çын та ыранхи куна шанса пурăннине, хăйсен çемьи валли план тума тăрăшнине каланă. Çак ĕçсене вара пурнăçлама вăхăтра шалу укçине илсе пыни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе асăннă вăл.  Çĕршывĕпе пăхас пулсан, ĕç укçин парăмĕ пурĕ 4 млрд тенкĕрен кăшт сахалтарах пухăнса кайнă.  Чӳк уйăхĕнче ĕç укçине илмен çынсен шучĕ 70 пине те çитнĕ. Кăтарту пурне те пăшăрхантарать тенĕ вăл.  Парăмсен сăлтавĕ – организацисемпе предприятисен харпăр хăй тупăшĕ пачах та пулманни тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Ыйтăва вырăнтан хускатас тесе Раççей Правительстви комплекслă мерăсем йышăнса хăварнă. Ĕç укçипе тивĕçтерессипе «Çулсен карттине» йĕркеленĕ, ĕçпе тивĕçтерекенсене административлă майпа явап тыттарассине кăткăслатнă, штрафсене те курăмлăнах ӳстернĕ. Регионсем бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен парăмĕсене парса татма май килнĕ таран  федераци хыснинчен укçа-тенкĕ илнĕ, анчах та йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтупа вĕçне хĕрне тухманни сисĕнет. Апла пулсан тата та ытти мерăсем йышăнса хăвармалли пирки асăннă Дмитрий Медведев.  Регионсен ертӳçисен ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илмеллине асăрхаттарса хăварнă вăл. Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинче ĕç укçипе пухăннă парăмсем пирки кулленех тĕрĕслесе тăраççĕ. Калăпăр, ыйтăва чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Правительство членĕсемпе йĕркелесе ирттернĕ планеркăра та тĕплĕн сӳтсе явнă пулнă. Чăваш Енри статистика служби пĕлтернĕ тăрăх, чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ регионта ĕç укçин парăмĕ 23 млн 932 пине çитнĕ. Парăм пур предприятисемпе влаç органĕсенче тăрăшакансене тухăçлăрах ĕçлеме чĕнсе каланă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле ыйтăва туллин татса пама тăрăшмалла тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



25 ноября 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter