Чăваш Ен музыка искусствин, СССР халăх артисчĕ Максим Дормидонтович Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери фестиваль уçăлнă

 


Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XXVI-мĕш опера фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă.  Паянхи пурнăç таппинче Чăваш Ен музыка искусствин, СССР халăх артисчĕ Максим Дормидонтович Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери фестиваль чăннипех пурсăмăра та савăнтарать. Регион Ертӳçи çакăн пек пысăк мероприятийĕн йĕркелӳçисене тав тунă, искусствăна хисеплесе сума суннишĕн, Максим Дормидонтович Михайловăн пултарулăхне пысăка хакланăшăн ырланă.    Сăмаха май, фестиваль йăлана кĕрсе пынине, куракансене кашни çул çĕнĕрен те çĕнĕ сценăсемпе савăнтарнине, артистсем хăйсен пултарулăхне пур енчен те уçăмлăн кăтартса панине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче чăваш çĕрĕ ăста та пултаруллă çынсемпе пуян пулнине палăртнă. Максим Михайлов пек çынсем Чăваш Республикине кăна мар, пĕтĕм тĕнчене чапа кăларнине асăннă. Вăл пире юрă-кĕввĕн асамлăхĕпе илемне туйма вĕрентнине, чи çутă самантсем парнеленине асăннă. «Пирĕн çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ӳстермелле. Вĕсен кăмăл-сипет, шухăш-кăмăлне ырă енне улăштарса пыни, искусствăна çамрăксене явăçтарни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сцена ăстисене патшалăх наградисем парса чысланă.   Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне симфони оркестрне 85 çул çитнине халалласа, Чăваш Ен Пуçлăхĕ кĕвĕ хатĕрĕсене туянма ирĕк паракан сертификата парса чысланă.

Чăваш халăх художникĕ Николай   Карачарсков  Максим Дормидонтович Михайлова калăпласа ӳкернĕ сăнӳкерчĕке театра асăнмаллăх парнеленĕ.  Театрăн тĕп дирижере Ольга Нестерова хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхне культурăна аталантарса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Эсир артистсен пуçаруллă проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пыма пулăшатăр, малалла ĕçлеме вăй-хават хушатăр. Чи пахи вара – пирĕн ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пыни», - тенĕ Ольга Нестерова.  Чăваш Республикинче опера фестивалĕ еплерех йĕркеленсе кайни çинчен  СССР халăх артисчĕ  Владислав Пьявко кĕскен каласа хăварнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн витĕмлĕхĕ питĕ пысăк пулнине палăртнă. Фестивале пухăннисем «Отелло» Дж. Верди оперăна курса савăннă. Фестиваль раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленĕ. Тĕплĕнрех

 



25 ноября 2016
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter