Патшалăх влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕсен спартакиади иртнĕ

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче  патшалăх влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕсен спартакиади  иртнĕ. Спортпа туслисем ку хутĕнче Шупашкарти маунтибайк центрĕнче пуçтарăннă. Пурĕ ăмăртусене 500 ытла спортсмен хутшăнма кăмăл тунă, вĕсене çак кун паллă пулăмпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Пурне те савăк кăмăллă пулма, çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.  Спартакиада ирттересси ырă йăлана кĕрсе пынине, кашни çул çак паллă пулăм анлăн иртнине каланă. «Çĕнтерӳçĕ ята чи хастаррисем, тивĕçлисем çĕнсе илччĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Хĕрарăмсене çак кун Михаил Игнатьев Аннесен кунĕ ячĕпе саламланă, ырлăх-сывлăх, телей, юрату суннă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче, пурсăмăрăн та пĕр тĕллев - сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, ăна ытларах халăх хушшинче сарасси тенĕ. Сăмаха май, регионта социаллă политика аван йĕркеленсе пынине палăртнă. Республикăра демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пынине, халăхсен пурăнас кун çулĕ ӳснине каласа хăварнă вăл. 

Программăпа килĕшӳллĕн, ку хутĕнче влаç органĕсенче ĕçлекенсем дартс, шывра ишессипе, волейбол ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Ăмăртусем питĕ хĕрӳ иртнĕ, кашни команда çĕнтерес тĕллевлĕ пулнă.  Шывра ишессипе Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсем хушшинче малти вырăна Спорт министерстви тухнă, иккĕмĕш вырăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци команди çĕнсе илнĕ, виççĕмĕшне – Ял хуçалăх министерстви тивĕçлĕ пулнă.  Федераци службисем хушшинче – малти вырăна Раççей МЧС Чăваш Енри уйрăмĕ тивĕçнĕ, Федерацин Налук службин Чăваш Енри управлени иккĕмĕш вырăна тухнă, 3-мĕшне - Чăваш Республикинчи  ШĔМ тивĕçлĕ пулнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шупашкар хула администрацийĕ тухнă, иккĕмĕшне - Шупашкар район администрацийĕ, виççĕмĕшне – Канаш район администрацийĕ çĕнсе илнĕ.

 Волейбол выляссипе малти вырăнсене Элĕксем тухнă, федераци службисем хушшинче Федерацин Пенси фончĕн Чăваш Енри управлени тивĕçлĕ пулнă. Дартс ăмăртăвĕнче Чăваш Республикин Финанс министрĕ мала тухнă, муниципалитетсем хушшинче Çĕмĕрле районĕн ушкăнĕ, федераци тытăмĕсем хушшинче Раççей УФСИН Чăваш Енри уйрăмĕ тивĕçлĕ пулнă.   Çĕнтерӳçĕсене яланхиллех дипломсем, медальсем тата кубоксем парса чысланă.



28 ноября 2016
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter