Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Чи малтанах канашлу ĕçне пуçличчен, Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче приоритетлă проектсене стратегилле аталантарса пырассине тата экологи лару-тăрăвне, экспорта вăй илтерессипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн тишкерсе тухни çинчен пĕлтернĕ, 2017-мĕш çула Экологи çулталăкĕ тесе йышăннине, указа алă пусса çирĕплетнине каланă Михаил Игнатьев.  Çакна тĕпе хурса, регионта пĕвесене, кӳлĕсене, юхан шывсене тирпейлесе тăрас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă.  Кунсăр пуçне тепĕр актуаллă ыйту – ĕç укçин парăмĕсем пирки ирттернĕ ĕçлĕ канашлу çинчен те чарăнса тăнă.  Ăна РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ирттернине асăннă.  Парăмсем пухăнса кайнă организацисемпе тата предприятисемпе тухăçлăрах ĕçлеме сĕннĕ патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансене. «Бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçин парăмĕ пачах та çук, çав вăхăтрах «Чувашавтотранс» предприятийĕн шалу укçипе парăм пур. Кун пек пачах та пулмалла мар. Пирĕн кирлĕ пек ĕçлеме тăрăшмалла, лайăх çитĕнӳсемпе палăрмалла. Енчен те халăха ĕç укçине вăхăтра тӳлесе пымасан, вĕсем тӳрех влаçри çынсене ятлама тытăнаççĕ, вĕсем пирĕн ĕçсемпе кăмăлсăрланаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем Шупашкарти тракторсем тăвакан завод шăпи пирки те сăмах пуçарнă. Кунти лару-тăрăва федераци центрĕ те вырăнти влаç та çирĕп тĕрĕслесе тăнине асăннă Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май. Калăпăр, раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Внешэкономбанк» Сăнав комиссийĕн ларăвне ирттерме палăртнă. «Уйрăм çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх, заводăн çĕнĕ хуçасем пуласси паллă.  Вăхăтсăр ĕç пăрахнă çынсем хăйсен ĕç вырăнне каялла таврăнма пултараççĕ. Предпиятийĕн пуласлăхĕ пур», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Сăмаха май, Шупашкарти Тĕп больницăн строительство ĕçĕ пирки РФ Правительствин Председателĕн Çумĕпе  Ольга Голодецпа тата РФ финанс Министрĕпе Антон Силуановпа сӳтсе явнине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикинче финанс ыйтăвĕсемпе кăтартуллă лайăх ĕçленине Антон Силуанов каланине пĕлтернĕ республика Ертӳçи.   РФ Правительствин Председателĕн Çумне Дмитрий Козака республикăна 2017-мĕш çул валли пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене куçарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва татса пама хушма укçа-тенкĕ уйăрса пама республика ячĕпе ыйту тăратнине каланă.  

Пая кĕрсе нумай хваттерлĕ çуртсене хута яма пуçланă, анчах та çынсене вăхăтра куçарманни куçкĕретех. Çак кăткăс ыйту пирки çивĕч калаçу пулнă паянхи канашлура. Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов республикăра нумай хваттерлĕ 129 çурта хăпартса лартассишĕн строительсем ĕçленине палăртнă. Пай шучĕпе ытларах çуртсене Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕрпӳре хута янине асăннă министр. Кăçалхи çул çак асăннă тапхăрта пурĕ строительство ĕçне 279 хут тухса тĕрĕсленĕ. Графика пăхăнса ĕçлемен организацисене тупса палăртнă. Вĕсем: «Алза» ТМЯО, «Победа» «Ютон» «Кратонстрой», «СУОР», «РОСПАН» тулли мар яваплă обществăсем. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче, паянхи куна республикăра пурăнакансем çурт-йĕр туянас тĕллевпе пая кĕрсе пурĕ 1 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ хывнă. Пур-пĕрех строительство ĕçне пурнăçлакансем укçа çителĕксĕр тесе калаçаççĕ.  «Енчен те халăхăн укçипе пĕлсе усă кураймастăр пулсан, кун пек йĕркепе ĕçлемелле мар. Строительство ĕçне пуçланă чухне, хăвăр çине яваплăха илнĕ. Укçа-тенкĕне те пухнă. Халĕ вара алла шарт çапса, укçа çителĕксĕр пухнă тесе сăмахласа çӳретĕр. Çынсене сирĕн йывăрлăхсем пачах та кăсăклантармаççĕ. Вĕсен вăхăтра хăйсен хваттерĕсене куçмалла. Енчен те ĕçлейместĕр пулсан, хăвăрăн хаклă пысăк автомашинăсене сутса ярăр.  Çынсен социаллă ыйтăвĕсене вăхăтра татса памалла», - тесе çирĕп асăрхаттарнă строительство енĕпе ĕçлекен организацисен ертӳçисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Енчен те подрядчиксем суя ĕç хучĕсемпе ĕçлеççĕ пулсан, вĕсене те çирĕп явап тыттарасси пирки асăрхаттарнă. Асăннă ыйтусене уçăмлатассипе Чăваш Республикин строительство министерствине «çулсен карттине» йĕркелеме хушнă.  Яваплăха туйса ĕçлемен строительсемшĕн, çынсен йывăрлăх тӳсмелле мар тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  

Коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тариф хакĕсем пирки те паянхи канашлура çирĕп пăхса тухнă. Кун çинчен Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Марина Кадилова тĕплĕн ăнлантарса панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев граждансене коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тивĕçтермелли субсидисем пирки каланă. Республика хыснинче çитес виçĕ çул валли укçа-тенкĕне çителĕклĕ пăхса хăварнине, республика Правительстви социаллă ыйтусене туллин тивĕçтернине асăннă Михаил Игнатьев. Паянхи кун тĕлне пурĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн 19 пин  ытла çемье субсидисем илнĕ. Вăтамран пĕр çемьене 1018,22 тенкĕ тăкакланать. Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ республикăри усал каяшсене илсе тухмалли ĕçсен кăтартăвне ырă енпе палăртнине, хаксем те ыттисемпе танлаштарсан пысăк маррине асăннă республика Пуçлăхĕ.

Шывра пулнă инкексен тĕслĕхĕсем пирки Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл палăртнă тăрăх, кĕркуннепе хĕлле вăхăтĕнче  пурĕ шывра 11 инкек пулнине, вĕсенче 10 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри ГКЧС  ертӳçине халăх хушшинче ытларах профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме хушнă.  Асăннă темăна массăллă информаци хатĕрĕсенче те анлăрах усă курма каланă. «Халăх шывра путса ан вилтĕр тесе, пирĕн пĕтĕмпех хамăртан мĕн килнине йĕркелесе памалла», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Хальхи вăхăтра республикăра КоАПне çĕнĕлĕх кĕртесси пирки хĕрӳ ĕç пырать, енчен те çынсем 7 см хулăнăшĕнчен те пĕчĕкрех пăр çине тухаççĕ пулсан, вĕсене административлă майпа 2 пин тенкĕ штрафлама йышăнасшăн.    



28 ноября 2016
18:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter