Чăваш Енре пурăнакансен пурин те спутник урлă НТРК хыпарĕсене курса савăнма май пулĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче Чăваш Республикин 2016-мĕш çул валли йышăннă республика бюджечĕ çинчен калакан саккунне çĕнĕлĕхсем кĕртни пирки проекта пăхса тухнă, йышăнса хăварнă. Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, республика бюджетĕнчен Чăваш наци теле-радио ушкăнĕ валли  хушма укçа –тенкĕ пăхса хăварассине сӳтсе явнă. Малашне спутник урлă халăх патне хыпарсене илсе çитерме май пуласси паллă. «Халăхсемпе тĕлпулусем ирттернĕ чухне, пĕр хуччен çеç мар  Наци телекуравне спутник каналĕ çине куçарма май пуррипе çукки çинчен тăтăшах сăмах пуçаратчĕç.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса пама эпир çул-йĕр шыраса тупрăмăр. Ĕç мероприятийĕн планне тишкерсе тухнă, çитес çуркунне Наци телекуравĕн тĕрлĕ передачисене республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те пăхма май пулĕ. Пĕтĕм условисене çителĕклĕ таран хатĕрлесе тăратнă», - тесе ырă хыпара пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн сăмахĕнче, юлашки çулсенче халăх ытларах спутник каналĕ урлă передачăсене курма кăмăл тунине асăннă. Тата вĕсен пахалăхĕ те çав тери пысăк тесе хак панă.  Палăртнă ыйтăва татса парас тĕллевпе, республика ертӳлĕхĕпе кирлĕ пек мерăсем йышăннине асăннă министр. Виçĕ уйăх хушшинче ыйтăва пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă, 2017 çулта пуш уйăхĕнче Чăваш Енре пурăнакансен пурин те спутник урлă НТРК хыпарĕсене курса савăнма май пуласси пĕрре те иккĕлентермест.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ -  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, çакăн пек йышăну туни çав тери вырăнлă пулнине, чăннипех те çынсем пĕр хуччен çеç мар кун пирки калаçу пуçарнине çирĕплетсе хăварнă, ял тăрăхĕнче пурăнакансем спутник урлă тĕрлĕ каналсемпе информацисене пĕлнине асăннă тата абонентпа усă куракансен йышĕ  те кулленех ӳссе пынине палăртнă . 

 



29 ноября 2016
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter