Наркотика хирĕç кĕрешекен комиссийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă

 


Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче наркотика хирĕç кĕрешекен комиссийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Юлашки çулсенче республикăра наркотик ярăмне лекнисен шучĕ курăмлăнах чакса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Раççейре тата Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче те çак асăннă кăтартупа пирĕн республика ăнăçлă пырать. Наркăмăшпа аптранисен хисепĕ те Чăваш Республикинче  юлашки çулсенче сахал пулнине асăннă регион Ертӳçи. Калăпăр, çак тапхăртипе 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан, чирлисен шучĕ 12,1 процента çити чакнă. Çакăн пек пысăк ӳсĕм тума республикăра тăтăшах профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттерни витĕм кӳнине каланă вăл. Çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарни те çакнах çирĕплетсе панине палăртнă регион Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче, çамрăксем хушшинче наркотик ан алхастăр тесе комплекслă профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пынине пĕлтернĕ.  Чи анлă сарăлнă акцисенчен пĕри «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» ятпа иртекен комплекслă ĕç. Шкулта ачасенчен 62 проценчĕ хушма пĕлӳ илме кулленех çӳренине, вĕсен пачах та пушă вăхăтсем пулманнине каланă министр. Ачасем сывă пурнăç йĕркине те хапăл тусах йышăнаççĕ.  19 пин шкул ачипе  тест йĕркипе йĕрке пăснипе пăсманни çинчен тĕрĕсленĕ. Наркотик тыткăнне 102 ача кĕрсе ӳкнине тупса палăртнă. Çакăн пек тĕслĕхсем ытларах Канашра, Шупашкарта тата Çĕнĕ   Шупашкарта пур.

 Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче, асăннă ыйтупа ятарлă специалистсем ашшĕ-амăшĕсемпе, ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттернине, наркăмăш сиенĕ пирки пĕлтернине асăннă. Кăçалхи çул чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче 26 çамрăк ача сипленнине палăртнă.  Наркотиксăр пурăнма пултарайман пĕр ачана та палăртман.  Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинче штатра тăман тĕп психиатор-наркологĕ Ирина Булыгина хăйĕн сăмахĕнче, 178 çамрăка сипленнĕ хыççăн, ĕçе вырнаçтарма витĕм кӳнине палăртнă.  «Сывă наци» Чăваш Енри обществăлла организацийĕн председателĕ Кирилл Лукин ятарлă проектсен витĕмĕпе 8 ачана тĕрĕс çул çине тăратнине, вĕсем хальхи пурнăçра çав тери лайăх вĕренсе тата ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртнă.  2017-мĕш çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă Чăваш Ен Пулăхĕ Михаил Игнатьев. Çакна тĕпе хурса, çемье пуянлăхне тĕрĕс тĕкел тытса пырса, çамрăксене ырă пурнăçа вĕрентсе пыма хушнă вăл, ку енĕпе ятарлă план та пăхса тухма каланă. Яш-кĕрĕмпе кулленех ĕçлемелле, патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрмалла тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



29 ноября 2016
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter