Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçлĕ çул çӳревре

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçлĕ çул çӳревре. «Лайăх инвестици климачĕ патне илсе çитерме пулăшакан 100 утăм», ятпа кашни çул иртекен конференци ĕçне хутшăнĕ,  «Бизнес тата влаç. Ăнланулăх патне илсе пыракан тĕп çăлкуç» ятпа иртекен ирхи апатлану вăхăтĕнчи ĕçлĕ калаçăва хутшăнма паллă тунă.  Конференци ĕçне йĕркелекенсем: «ТАСС» Раççейри информаци Агенствипе «Çĕнĕ проектсене малалла аталантарса тата стратегиллĕ пуçаруллă ĕçсене вăй илтерсе пырассипе ĕçлекен Агенство» коммерцисĕр автономиллĕ организаци.  Палăртса хăваратпăр, Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Раççейри 85 регион хушшинче Чăваш Республики маларах 9-мĕш вырăнта çеç тăнă пулсан, 2016-мĕш çулта, хисеплĕ 6-мĕш вырăна тухни вара пурне те савăнтарать.  Федераци шайĕнче пирĕн регион хăйĕн позицине çӳлелле хăпарни никамшăн та вăрттăнлăх мар, Атăлçи федераци округĕнче те Тутарстан Республики хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать.   Çак асăннă конференцийĕн тĕп тĕллевĕ – Раççейри бизнеса аталантарса пыма пулăшасси, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра сирсе яма витĕм кӳресси. Палăртнă мероприятине Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи Андрей Белоусов, çĕнĕ проектсене аталантарса пырассипе ĕçлекен Агенствăн генеральнăй директорĕ Андрей Никитин, РФ суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Сергей Катырин, Раççейри промышленниксен тата предпринимательсен пĕрлешĕвĕн президенчĕ Александр Шохин, çĕршыври субъектсен ертӳçисем хутшăнĕç.



29 ноября 2016
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter