Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Инвестици климатне лайăхлатма пулăшакан 100 утăм» текен ятпа кашни çул иртекен конференци ĕçне хутшăннă

 Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ çул çӳревре. «Инвестици климатне лайăхлатма пулăшакан 100 утăм» текен ятпа кашни çул иртекен конференци ĕçне хутшăннă. Хăй вăхăтĕнче, чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче инвестици климатне лайăхлатассипе РФ Патшалăх канашĕн консультаципе президиумăн пĕрлештернĕ ларăвĕнче регионсенче инвестици илĕртӳлĕхне ӳстересси çинчен йышăнмалли мерăсене тĕплĕн сӳтсе явнă пулнă.  Çĕнĕ йĕркепе предпринимательсене вăй илтерсе пымалли  концепци те йышăнса хăварнă. Шăпах та çакăн пирки тĕплĕнрех калаçу пулнă, паянхи «ТАСС» Раççейри информаци агенствипе «Çĕнĕ проектсене малалла аталантарса тата стратегиллĕ пуçаруллă ĕçсене вăй илтерсе пырассипе ĕçлекен Агенство» коммерцисĕр автономиллĕ организаци  йĕркеленĕ конференцинче. Аса илтерсе хăваратпăр, Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн членĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Асăннă комисси пайташĕсем пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин ятарлă хушăва та алă пусса çирĕплетнĕ. Комисси йышĕнче Раççейри чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан субъектсен ертӳçисене кĕртнĕ.  Конференци ĕçĕнче ирхи апатлану вăхăтĕнче ертӳçĕсем влаç тата бизнес хушшинчи ăнланулăха, регион, федераци шайĕнче те пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлессине тĕплĕн сӳтсе явнă.  «Республикăна аталантарса пымалли тĕп условисенчен пĕри – бизнеса кирлĕ пек çул-йĕр уçса парасси», -  тенĕ сăмаха пуçланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Енчен те предприятисемпе организацисем ăнăçлă ĕçлесен, республика çитĕнĕвĕ те куçкĕретех пулса пырĕ.  Михаил Игнатьев регионта бизнеса вăй илтерме йĕркеленĕ ĕçсемпе ытти пухăннă ĕçтешсене паллаштарнă. Палăртса хăваратпăр, 2016 çулта çĕртме уйăхĕнче Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе, РФ субъекчĕсем хушшинче пирĕн регион хăйĕн позицине çӳле çĕклесе, 6-мĕш вырăна тухнă. Кăтарту çав тери пысăк, пурне те хавхалантарать.  Сăмаха май, Михаил Игнатьев йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, бизнеспа влаç хушшинчи çыхăнăва тата та тухăçлăрах тăвасси пирки канашланă.   Тĕрлĕ ресурссемпе усă курас пулăшу  ĕçĕнче НФЦ «пĕр чӳрече» мелĕпе  тивĕçтермелле , анчах та  килĕшӳ тунă ĕç хучĕсене пурнăçа кĕртме саккунсен йĕрки сивлет.  Тĕрлĕ ресурссемпе усă курассин пайĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем шутне кĕменни куçкĕретех.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ çакна кура, Федерацин 210№-лĕ саккунне çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма сĕнӳсем тăратасшăн. Чăваш Енĕн Наци рейтингĕнчи çитĕнӳ пирки тĕрлĕ экспертсем хăйсен шухăшне палăртса хăварнă. «Çĕнĕ проектсене малалла аталантарса тата стратегиллĕ пуçаруллă ĕçсене вăй илтерсе пырассипе ĕçлекен Агенство» АНО генеральнăй директорĕ Андрей Никитин калăпăр, хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикин Наци рейтингĕнчи пысăк çитĕнĕвĕ - республика Пуçлăхĕн тата Правительство ертӳлĕхĕн пысăк тивĕçĕ текен шухăша палăртать.  Агенствăри специалистсен хаклавĕ мар тесе калать. Регионта бизнеса аталанса пымалли ырă условисем пирки предпринимательсем палăртнине асăнать.  РФ Суту-илӳ палатин президенчĕ Сергей Катырин çапла палăртнă: «Чăваш Ен  лайăх кăтартусемпе палăрать. Инвестици илĕртӳлĕхĕ пирки калас пулсан, çак пысăк ӳсĕме упраса хăварасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла.  Пуласлăх пысăккине те туятăп, ăнăçусем сире», - тенĕ вăл.  Тĕплĕнрех



29 ноября 2016
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter