«Инвестици климатне лайăхлатма пулăшакан 100 утăм» текен ятпа кашни çул иртекен конференцийĕн пленерлă пайне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 


Паян, сесси ĕçĕнче  Мускавра предпринимательсен климачĕ çинчен, регионсенче ку енĕпе çул-йĕре лайăхлатса  пырасси пирки тĕп калаçу пулнă.  Раççей Федерацийĕн Правительствипе предпринимательсен пĕрлешĕвĕ пĕрле килĕшсе, 2012-мĕш çултан пуçласа субъектсенче инвестици тата предпринимательлĕх климатне лайăхлатса пырассипе комплекслă ĕçсем пулса пыраççĕ. Федераци шайĕнче тĕрлĕ нормативлă база йĕрки çирĕпленсе пырать.  Регионсенче бизнеса витĕм кӳрекен институтсем уçăлаççĕ, инвестици илĕртӳлĕхĕ ӳссе пырать, вĕсен инфратытăмĕ çĕнелет.    Муниципалитетсенче чи ăнăçлă ĕçлесе пыракансен паха опытсене тĕпе хурса, предпринимательсем валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери Doing Business банк рейтингĕнче шăпах та çак çитĕнӳсене пĕтĕмпех палăртнă. Раççей кăтартăвĕ юлашки тăватă çул хушшинче 80 картлашка хăпарса, 120-мĕш вырăнта маларах тăнă пулсан, халĕ вара палăртма кăмăллă, 40-мĕш вырăна çитнĕ. РФ Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов  хăйĕн сăмахĕнче, тăватă çул каялла ют çĕршыври инвесторсем хăçан Раççейре инвестици хывма кирлĕ пек майсем пуласси пирки  пăшăрханса пĕр хутчен çеç мар ыйтнине аса илнĕ.  «Паян вара пачах урăхла лару-тăру. Темиçе кун каялла Сингапурта иртнĕ  конференцире ертӳçĕсем пирĕн çĕршывпа ĕçлеме питĕ меллĕ пулнине çирĕплетсе хăварнă.  Раççей шанăçа тӳрре кăларакан партнер пулса тăнине асăннă. Инвестици те хывма килĕшнине çирĕплетсех каланă пысăк предприятисемпе организацисен ертӳçисем», - тесе пĕлтернĕ Игорь Шувалов.  Экспертсем каланă тăрăх, çĕршывра предпринимательлĕхе аталантарма сахал мар услови йĕркеленĕ.  Инвестици климачĕ те питĕ лайăх тесе хак параççĕ. «Наци предрпинимательлĕхĕн пуçарăвĕ ĕçлесе кайрĕ. Лайăх инвестици çумĕнче кăткăс ыйтусен пĕлтерĕшĕ чакса пырать. Йывăрлăх кăларса тăратнă ĕçсем те çитĕнӳсемпе палăрма пуçларĕç. Инфратытăмăн пахалăх шайĕ ӳсрĕ. Тĕрлĕ финанспа  усă курма пулать. Кадрсем те çителĕклĕ», - тесе палăртнă хăй шухăшне «Деловая Россия» пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн президенчĕ Алексей Репик. «Çак асăннă ыйтусемпе Чăваш Ен Правительстви тахçантанпа активлă ĕçлеме пуçланă. Эпир федераци тытăмĕнче ĕçлекенсем патне, организацисемпе предприятисене тĕрлĕ сĕнӳсемпе тухатпăр.     Чи анлă сарăлнă темăсенчен пĕринпе - кредитсем илнĕ чухне процент пайне чакарасси пирки «Корпораци МСП» АО  пĕр хуччен çеç мар калаçу пуçарнă», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Квалификациллĕ кадрсемпе организацисене тивĕçтерес ыйту çине те пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех. Республика бюджетĕнчен кашни виççĕмĕш тенки вĕрентӳ пайне тăкакланать. 

«Пур çавăн йышши регионсем инвестици хывма питĕ меллĕ, тĕслĕхрен - Мускав, Мускав облаçĕ», - палăртнă «Опора России» вак тата вăтам предпринимательсен обществăлла организацийĕн президенчĕ Александр Калинин. «Чăваш Ен пĕчĕк республика, унăн нимĕнле çĕр айĕнче çут çанталăк пурлăхĕсем те çук, анчах та питĕ кăтартуллă ĕçлеме пĕлет, ыттисемшĕн тĕслĕх, çитĕнĕвĕ те регионăн  федераци шайĕнче пысăк. Апла пулсан, республикăра çирĕп команда ĕçлет, шăпах та çакă çитĕнӳсем пулнине çирĕплетсе парать. Влаçпа бизнес хушшинче те килĕшӳ хуçаланать», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  Тĕплĕнрех



29 ноября 2016
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter