Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче Чăваш Республики бюджет уççăмлăх шайĕ енĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнать

 Наукăпа тĕпчев финанс институчĕ (НИФИ) Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен рейтингне хатĕрленĕ. Кăçалхи 9 уйăхри финанс уçăмлăхĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă.  Асăннă хыпара институтăн официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă.  Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче  Чăваш Республики бюджет уççăмлăх шайĕ енĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнать.  Çĕршыври 85 субъект хушшинче маларах вăл 19-20-мĕш вырăнсенче тăнă пулсан, халĕ кăтартăва ӳстерсе 16-мĕш вырăна çитнĕ, малта пыракан регионсен ушкăнне кĕнĕ. Наукăпа тĕпчев финанс институчĕ (НИФИ) çак хаклава Раççей Федерацийĕн Финанс министерстви ыйтнипе пурнăçлать. Специалистсем пĕтĕмлетӳ ĕçне хатĕрленĕ чухне субъектсенчи бюджета çулталăкра епле пурнăçланине, бюджет саккунне çĕнĕлĕхсем кĕртнине, аналитика кăтартăвĕсене, финанс тĕрĕслевне, граждансем валли бюджет тата  ытти ыйтусене тишкереççĕ. Палăртма кăмăллă, регионта бюджет укçи-тенки çĕр проценчĕпех патшалăх программисен мероприятийĕсене пурнăçлама тăкакланать. Чăваш Республики обществăлла укçа-тенкĕне тытса пырас ĕçĕн пысăк тухăçлăхне кашни çулах ĕненмелле çирĕплетет.



03 ноября 2016
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter