Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерекен Координаци канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерекен Координаци канашĕн анлă ларăвне  Михаил Игнатьев ертсе пынă. Патшалăх интересĕсене хӳтĕлес, пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕнче кăларнă указĕсемпе килĕшӳллĕн, регионсене миллиардшар укçа-тенкĕ уйăрса панине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ырă улшăнусем пулни куçкĕретех.  Чи пысăк кăтартăва çирĕплетекенни – регионта 85 çултан иртнĕ 17 355 ватта шута илни, 100 çул тултарнине пурĕ 98 çын пулни (маларах çак кăтарту 93 танлашнă).  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Республикăри лару-тăрăва халăх ĕçни тепре чухне тĕксĕмлетет. Çынсем усал шĕвеке ĕçсе хăйсен сывлăхне аптратаççĕ, нумай чухне вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса каяççĕ.  Эрех-сăра патне çамрăксем те туртăнас  текен хăрушлăх пур. Кăçал 9 уйăх хушшинче 352 çынна тупса палăртнă, кăтарту пĕлтĕрхи çул çак тапхăртипе танлаштарсан 38,6 процент пысăкрах», - тенĕ вăл. Эрехе, усал шĕвеке  ĕçсе сывлăха айванлатнисем ытларах Канаш, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче пулнине асăннă.   «Паллах, республикăра палăртнă ыйтупа кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 18,3 процент чакнă, ĕçсе вилекенсен шучĕ те 1,5 хут пĕчĕкленнĕ. Пур-пĕрех лару-тăру лăпланса ларма ыйтмасть. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парассипе ятарлă мерăсем йышăнма хистет», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Этил спирчĕ пур парфюм-косметика таварĕсем (фанфуриксем) халăхра анлă сарăлнă, çынсем ăна туянса ăша яни пăшăрхантарать.   Тепĕр пысăк ыйту пурне те хумхантарать – Шупашкарти ĕçмелли пĕчĕк заведенийĕсенче усал шĕвеке халăха сутни. Çитменнине тата, ăна ĕçсе йĕрке пăснă 102 тĕслĕхе те шута илнĕ. «Çак  кăлтăксем пирки пĕр хуччен çеç мар калаçу пуçарнă. Медицина ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, усал шĕвеке ĕçекен çынсен сывлăхĕ виçĕ çул хушшинче сывалмалла мар аптраса çитет», - тенĕ вăл.  Суту-илӳ пайĕнче ĕçлекенсене тепĕр хут асăрхаттарнă, çынсене усал шĕвеке сутса тупăш илессишĕн ĕçлеме юраманнине çирĕп каланă.   «Фанфурик» сутакан киосксен ĕçне пăрахăçлас ĕç хĕрӳ пырать.  Хăш-пĕр объектсенчи ĕçе чарса лартнă. Куншăн халăх   тав тăвать. Малашне те çак ĕçсене пурнăçлама тĕллев лартнă.  Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев патне çырупа та ыйтса çырнине пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Спирт пур таварсене сутнă чухне Федераци саккунне çирĕп йĕркепе çĕнĕлĕх пăхса хăварма сĕнӳпе тухнине каланă. «Пирĕн шухăша Раççейри ытти регионсем те ырланă. Пурсăмăр та пĕрле тăрăшсан, çитĕнӳ пулатех, саккуна çĕнĕлĕх кĕртсе хăварма май килетех», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа, республикăри  эрех-сăра рынокĕнчи лару-тăрупа,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн паллаштарнă.  Тĕплĕнрех



03 ноября 2016
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter