Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн тĕп хулин пуçлăхĕ – Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма суйланнă Ирина Клементьева патне салам телеграммине янă

 Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ çул çӳрев вăхăтĕнче, Чăваш Енĕн тĕп хулин пуçлăхĕ – Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма суйланнă Ирина Клементьева патне салам телеграммине янă.  Хулана юратма пĕлекен, ырă та таса чунлă, çынлăх, ĕç пахалăх енĕсем анлă пулнине тата пысăк профессионал тесе палăртса çырнă Ирина Клементьева пирки хăйĕн салам йĕркисенче регион Пуçлăхĕ. Ăна тĕп хуламăрăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлессине палăртса çырать.

 Шупашкар хула пуçлăхĕ пулма çĕнĕрен суйланнă Ирина Клементьевăна çакăн пекех, чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче, хула депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев саламланă. Чăваш Республикин тĕп хулинче пурăнакансен ырлăхĕшĕн çĕнĕ пуçлăх тухăçлă команда йĕркелессине шанса каланă.



30 ноября 2016
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter