Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхне реформăлама пулăшакан фондăн патшалăх корпорацийĕн правленийĕн председателĕпе – генеральнăй директорĕпе Константин Цицинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхне реформăлама пулăшакан фондăн патшалăх корпорацийĕн правленийĕн председателĕпе – генеральнăй директорĕпе  Константин Цицинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уçă калаçăва Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хутшăннă.

 Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен 2008-мĕш çултанпах çӳлерех асăннă фондпа тачă çыхăнса ĕçлет. Фонд регионта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме витĕм кӳрет.  Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче пурĕ регионта нумай хваттерлĕ 691 çурта тĕпрен юсанă.  Вĕсенче пĕтĕмпе 23 пин ытла çемье пурăнать.  Пĕтĕмĕшле нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме 736,4 млн тăкакланă. Пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен граждансене куçарас тĕллевпе йышăннă программа, 2013-мĕш çултан пурнăçа кĕме тытăннă.  Пурĕ регионта 4,8 пин çемьене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă. Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна 7188 çынăн хваттер ыйтăвне татса панă, вăл пĕтĕмĕшле палăртнинчен 55,1 процент шутланать. Хальхи вăхăтра патшалăх программин I тата II тапхăрĕпе йĕркеленĕ ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртнĕ.  2017-мĕш çулта кĕркунне программăна вĕçлеме палăртнă. Константин Цицин хăйĕн сăмахĕнче, Фонд Чăваш Республики асăннă ыйтăва туллин тивĕçтермесси пирки, пĕрре те иккĕленменнине палăртнă. «Çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарассипе йышăннă программăпа ĕçлемелли сахал мар.  2017-мĕш çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ыйтăва туллин татса памалла.  Эсир нимĕнле чăрмавсăрах программăна пурнăçласса ĕненетпĕр.  Тепĕр тесен, Чăваш Республики яланах хăй çине илнĕ пур ĕçе те вăхăтра тата туллин пурнăçлать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлесе пынăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ăна тав тунă. Республикăра пурăнакансенчен 10 проценчĕн  (200 пин çынăн) пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене  туллин татса панă. «Граждансене ишĕлекен çурт-йĕртен куçарассипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн, 2013-мĕш çултан пуçласа 13 пин çынна хваттер пама палăртнă. Паянхи куна пĕтĕмĕшле ĕçĕн çуррине пурнăçланă. Программăна туллин пурнăçлама тĕллев лартатпăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Калаçу вăхăтĕнче инвестиципе çыхăннă ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. Пĕрле йышăннă проектсене пурнăçа кĕртессине те сӳтсе явнă.

  Константин Цицин калаçăва малалла тăсса çапла каланă: «Çĕршыври нумай регионсенчен пĕри - Чăваш Ен, ăçта Фондпа пĕрле килĕшсе тухăçлă ĕçленине кура, ТБО хута кайрĕ. Чи пысăк инвестици проектне пурнăçа кĕртрĕр», - тенĕ. «Пирĕн пулăшусемпе пур регионсем те туллин усă курма пĕлмеççĕ.  Чăваш Ен вара, малта пыракан субъект. Çĕршывĕпе те кун пек пысăк пĕлтерĕшлĕ объект Чăваш Енре кăна.  Çитес  çулта усал каяшсене тирпейлесе кăларакан предприяти те хута яма палăртатпăр», - тенĕ Константин Цицин сăмаха пĕтĕмлетсе.

  Палăртса хăваратпăр, 2016 çулта Чăваш Республики Фондран 122,4 млн тенкĕллĕх пулăшу илнĕ. Усал çӳп-çапа тирпейлесси, паянхи пурнăç таппинче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, экологи тĕлĕшĕнчен шыва тасатса кăларма ирĕк паракан тата та икĕ пысăк проект регионта пурнăçа кĕни пирки чарăнса тăнă. Тĕплĕнрех



30 ноября 2016
16:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter