Михаил Игнатьев, "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне" çĕнсе илессишĕн, яшсем хушшинче самбо енĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ уçă турнира торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, яшсем хушшинче самбо енĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ уçă турнира торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă. Спортсменсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ.  Паллă пулăмра республика Ертӳçипе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков пулнă.  Ăмăртусене пухăннисене регион Ертӳçи  Михаил Игнатьев саламланă. «Раççей наци мăнаçлăхĕ – самбо», - тенĕ вăл. Спортăн çак тĕсне база пайне кĕртнĕ.   Республикăри вунă шкулта спортăн çак енĕпе 2500 ача хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. «Самбо çынна дисциплинăллă пулма, кăмăл-сипет туйăмне çирĕплетсе вăйлатма пулăшать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Республикăри самбистсем Раççей шайĕнчи пысăк ăмăртусене хутшăнса çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнине палăртнă. Çитĕнекен çамрăк спортсменсене воспитани парассипе сахал мар республикăра ĕçленине, вĕсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыма витĕм кӳнине асăннă.  Республикăра спорт инфратытăмĕ çĕнелсе пырать.  Чăваш Енре пурăнакансене тĕрлĕ спорта çӳреме условисем çителĕклĕ. Республикăн патшалăх политикин тĕп приоритечĕ – халăх хушшинче йышлăн спорта çӳрессине сарасси, пысăк çитĕнӳсем тума условисем йĕркелесси.  Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕн вице-президентне Евгений Селиванова, Чăваш Енре спортăн çак тĕсне аталантарма пулăшу кӳнĕшĕн, ырласа тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев.  Олимп резервĕсен 10-мĕш спорт шкулĕнче  самбо тата дзюдо енĕпе хăйсен ăсталăхне туптакан Ришат Нигматуллинпа Сергей Григорьева Раççей спорт мастерĕ ята çирĕплетекен удостоверени тата ятарлă паллăна парса чысланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕн вице-президенчĕ Евгений Селиванов спортсменсене саламланă май, çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Ăмăртусенче пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнисем Раççейре иртекен финал ăмăртусене хутшăннине пĕлтернĕ. «Чи вăйлисем, тивĕçлисем мала тухччĕр», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе. Ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн, çĕнтерӳçĕсене наградăсем парса чысланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне регионта тăххăрмĕш хут ирттереççĕ.  Кăçал ăмăртусенче пĕтĕмпе  Раççейри 17 регионтан тата Казахстантан 200  яхăн спортсмен килсе çитнĕ. Тĕплĕнрех



07 ноября 2016
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter