«Раççей халăхĕн пĕрлехи çемьи» ятпа ирттернĕ Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă наци культурин III-мĕш фестивалĕ иртнĕ

 


«Раççей халăхĕн пĕрлехи çемьи» ятпа ирттернĕ Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă наци культурин III-мĕш фестивальне, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ. Тĕрлĕ халăх представителĕсем уява йышлăн пухăннă. Чи малтанах торжествăлла пай пуçланиччен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле пухăннă хăнасем тĕрлĕ халăхсен йăла-йĕркипе, апат-çимĕçпе, савăт сапасемпе, кĕпе-тумтирсемпе паллашнă.  Фестивале пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. «Раççей вăйĕ - тĕрлĕ халăх пĕрлĕхĕнче. Пире, пурсăмăра та тăван çĕре юратма пĕлни пĕрлештерет. Тăван çĕршывăмăрăн паттăрла ĕçĕсене хисеплени пĕр чăмăра пухать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Сăмаха май, Чăваш Енре пĕтĕмпе 128 тĕрлĕ наци халăхĕ туслăн пурăннине палăртнă. «Пире пурсăмăра та тăнăç пурнăçпа пурăнма нимĕнле чĕлхе те, тĕн те чăрмав кӳмест.  Чăваш Енре пурăнакансем пĕрне-пĕри ăнланса, килĕштерсе, кăмăлăлтан ĕçлесе пурăнаççĕ», - тенĕ вăл.  Чăваш Республикин патшалăх Правительствин тĕп приоритечĕ – экономикăна аталантарасси, вак тата вăтам предпринимательлĕхе вăй илтерсе пырасси, пысăк технологиллĕ производствăсем хута яма условисем йĕркелесе тăратасси, халăхăн ĕç укçин шайне ӳстерсе пырасси пулнине асăннă Михаил Игнатьев. Регионта ачалăх тата амăшĕсене витĕм кӳрекен институтсем туллин ĕçлеççĕ. «Уйăхсерен мĕнпур амăшĕсене виççĕмĕш ача çуратнăшăн, пулăшу пама 810 млн тенкĕ тăкакланать. Республикăра амăшĕн капиталне, виççĕмĕш пепке çуратнăшăн, 100 пин хушса тӳлеççĕ.

Çитес виç çул валли йышăннă республика бюджетĕнче те социаллă пулăшусемпе тивĕçтерме кирлĕ таран укçа-тенкĕ пăхса хăварнă», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.  «Экономикăра çăмăлах мар лару-тăрура та Чăваш Республики пĕр тан ăнăçлă аталанса пырать.  Хăш-пĕр тĕслĕхсем пирки чарăнса тăратăп. Тракторсем кăларакан заводра йывăрлăхсем пур пулин те, пур-пĕрех регионта промышленноç комплексĕн  индекс калăпăшĕ 111 процентпа танлашать. Ял хуçалăхĕнче те çитĕнӳсем палăрмаллах пур – 107 процент.  Ачасене ĕçе, тăван çĕре юратма вĕрентсе пыратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Республика хыснинчи кашни виççĕмĕш тенкĕ вĕренӳ пайне аталантарма тăкакланать.  Федераци шайĕнче республикăри шкулсем çитĕнӳсемпе палăраççĕ. Инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе, Раççейре маларах 9-мĕш вырăнта тăнă пулсан, халĕ вара виçĕ картлашка çӳлелле хăпарса, Раççейри 85 субъект хушшинче хисеплĕ 6-мĕш вырăна тухни  пурне те пурăнма хавхалантарать. «Пирĕн тĕп пуянлăх – халăх, вĕсем пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнни», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Уявра çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

  Çак кун мероприятине пухăннисене РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев саламланă. Пирĕн мăн несĕлĕмĕрсем тытса пынă уяв - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тесе палăртнă вăл. «Регионта пурăнакансем валли хăйсен чĕлхине, культурипе йăла-йĕркине упраса тата ăна тытса пыма условисем çителĕклĕ. Пысăк Раççейре пурсăмăр та пĕрне-пĕри килĕштерсе туслă ăнланса пурăнатпăр. Пирĕн ачасем те вырăс халăх историне упраса, ăна малалла тăсса пырассине ĕненетпĕр», - тенĕ Вадим Николаев хăйĕн сăмахĕнче, уява пухăннисене саламласа пĕр çавра чăваш юррине шăрантарса панă.

 РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов  Раççейри чи чаплă уявсенчен пĕрне, Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявланине асăннă. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин командипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ушкăнĕ, пĕрле тăрăшса ĕçлесен экономикăри йывăрлăха парăнтарма пултаратпăр», - тенĕ вăл.

 «Раççей историйĕнчи çĕнтерӳсем – тĕрлĕ халăх пĕрлĕхĕнче, килĕшĕвĕнче», - тенĕ сăмаха малалла тăсса Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов.  Регион туслă пурăнассипе, тĕнчери ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, пурнăç условисем пĕтĕмпех хăтлă, çынсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăннине каланă вăл. Чăваш Енри халăх представителĕсен Ассамблейĕн председателĕ Лев Кураков академик, республикăри тĕрлĕ халăх мĕн ĕлĕкренех юлташла, пĕрне пĕри пулăшса пынине, пĕр çемьери пек туслăн пурăннине тепĕр хут çирĕплетсе хăварнă.  Мероприяти пысăк концертпа вĕçленнĕ.

 



07 ноября 2016
11:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter