«Çутçанталăк условийĕсем пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслеççĕ. Инкек пулассинчен пурин те асăрхануллă пулмалла», - тесе каланă паянхи видеоканашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

«Çутçанталăк условийĕсем пирĕн çирĕплĕхе  тĕрĕслеççĕ. Инкек пулассинчен пурин те асăрхануллă пулмалла», - тесе каланă паянхи видеоканашлăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Канашлăва республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ятарлă службăсен ертӳçисем хутшăннă. «Район, хула пуçлăхĕсен ниçта та аякка тухса каймалла мар. Çутçанталăк сиен кӳрессинчен яланах сыхă тăмалла, вырăнта пулмалла», - çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, 2014 çулта Чăваш Республикинче асар-писер пăрлă çумăр шар кăтартнине каланă. Черетлĕ канăва кайнă район пуçлăхĕсен, республика тулашĕнче канма юраманнине, çак тапхăрта отпуска чарса, ĕçе тухма чĕнсе каланă.   «Явапсăрлăх хуçаланмалла мар», - çирĕппĕн каланă вăл. Енчен те вара, муниципалитетсен ертӳçисем регион тулашне кайса ĕлкĕрнĕ пулсан, вĕсен вырăнĕнче администраци пуçлăхĕсен çумĕсен ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытмалла.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче электричество сечĕсем, çулсем çинче пăрлак пулнине асăннă. Ыйтăва куçран вĕçертме юраманнине, кашни тăватă сехетрен лару-тăру пирки хăйне пĕлтерсе тăма хушнă Чăваш Республикин премьер-министрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ мĕнпур çулсем тирпейлĕ пулмаллине, вĕсене вăхăтра юртан, пăртан тасатмаллине асăрхаттарнă. 

Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников муниципалитетсенче ятарлă оперативлă штаб йĕркелеме хушнă. «Пĕтĕм техника кунне çĕрне пăхмасăр ĕçлемелле», - тенĕ вăл.  Çав вăхăтрах подрядлă организацисен çул-йĕр ĕçĕсене те çирĕп тĕрĕслеме чĕнсе каланă хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсене. Енчен те подрядчиксем хăйсем çине илнĕ ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçласа пымасан, тӳрех манпа çыхăнăр тесе каланă министр район, хула пуçлăхĕсене. Паян ирхине çанталăк япăх тăнине кура, Çĕмĕрлерен Шупашкара ирхине 5 сехет те 40 минутра тухакан автобуса кăларман.  Михаил Игнатьев кун пирки хыпара пĕлсен, çанталăк пăтăрмахĕсемшĕн, çынсен йывăрлăх тӳсмелле мар, ăна вăхăтра сирсе яма пĕлмелле тесе асăрхаттарнă.  Пăр кӳлленчĕкĕсене тасатмалла, çулсем çине вăхăтра хăйăр сапмалла, пӳрт тăррисенчен юрсене сирмелле тенĕ Михаил Игнатьев.

 « Чăвашэнерго» - «МРСК – Волга» филиалĕн тĕп инженерĕн çумĕ Иван Шкрыль хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмĕшле лару-тăру аван пулнине пĕлтернĕ.  Нимĕнле кăлтăксем те пулманнине каланă. Раççей МЧС Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ  Станислав Антонов пурĕ регионта вăхăтлăх ăшăпа тивĕçтерекен 79 пункт хатĕрлесе тăратнине, вĕсем кунĕн çĕрĕн сыхă тăнине каланă. Çитес кунсенче çанталăк ырă енне улшăнманнине пĕлтернĕ, служба ĕçченĕсем кулленех вырăна тухса техникăсене пăхнине, оперативлă майпа ятарлă мерăсем йышăнма пĕлнине çивĕч тĕрĕслесе тăнине каланă. Район хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем республика ертӳлĕхĕпе йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сӳтсе явнă.

 Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Герман Александров докладра хулара çулсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнине, ир-ирех ятарлă службăсем ĕçе тухнине пĕлтернĕ. Хăш-пĕр вырăнта ирхи 5 сехет те 30 минутра троллейбуссемпе кăлтăксем пулнă, вĕсем çӳреймен, анчах та ăна та 8 сехет тĕлне пĕтĕмпех йĕркелесе çитернĕ.  Ку хутĕнче те Михаил Игнатьев автомашина хуçисем, енчен те вĕсем обществăлла çулсем çине хăйсен машинисене лартса хăварсан, çийĕнчех явап тыттарма чĕнсе каланă. Вĕсене пула, юр тасатакан техникăсем йывăрлăх тӳснине тепĕр хут çирĕппĕн каланă. Юлашкинчен, канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев пурне те тӳрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса ĕçленĕшĕн тав тунă, çутçанталăк киревсĕрлĕхĕпе çыхăннă  ыйтăва пур-пĕрех çивĕч тĕрĕслеве илме хушнă. Тĕплĕнрех



08 ноября 2016
13:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter