Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «çавра сĕтел» мелĕпе йĕркеленĕ тĕплĕ калаçăва хутшăннă

 


Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «çавра сĕтел» мелĕпе йĕркеленĕ тĕплĕ калаçăва хутшăннă. Унта регионти тĕрлĕ политика партийĕсен представителĕсем, патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсем, Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн членĕсем  хутшăннă. Калаçу вăхăтĕнче 2016 çулхи суйлав пĕтĕмлетĕвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, регионта мĕнпур регистрациленнĕ тĕрлĕ партисем хушшинче пĕр тан çыхăну пулса пынине каланă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕсем таса, уçăмлăн, тивĕçлĕ иртсе кайнине асăннă Михаил Игнатьев. «Суйлавçăсем хăйсем кăмăллакан депутатсемшĕн сассине панă», - тенĕ вăл. Тĕрлĕ парти представителĕсемпе халăхпа тĕл пулнă чухне, Чăваш Енĕн малашнехи пурнăçри тĕп приоритечĕсене палăртнине асăннă. Тĕнче шайĕнчи политика та, тĕрлĕ парти çыннисене пĕр чăмăра пухăнма, Раççей мăнаçлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме хистет, социаллă экономикăри тĕп ыйтусене татса парас ĕçре тĕрĕс алгоритм суйласа илме хушать. «Халăх шанăçне пирĕн тӳрре кăларассишĕн, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе, тĕрлĕ ыйтусене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшмалла», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Трактăрсем кăларакан завод шăпи çăмăлах мар пулин те, пур-пĕрех республикăра экономикăри лару-тăру лайăх, промышленноç комплексĕн индекс калăпăшĕ 110 процент ӳснĕ, ял хуçалăхĕн пайĕ – 107 процент.    Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, халăхăн тупăш пайĕ те 5-5,5 процент хăпарасси паллă. «Çав вăхăтрах строительство пайĕнче вара, 2015 çулти кăтартусене çитеймĕпĕр», - тенĕ регион Ертӳçи. Трактăрсем тăвакан завода та кризисран кăларассишĕн çине тăрса ĕçлемеллине асăннă.  Кăçал Чăваш Республики Наци рейтингĕнче, инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе, Раççейри 85 субъект хушшинче 6-мĕш вырăна тухнă, çитĕнӳ питĕ пысăк. Маларах пирĕн регион 9-мĕш вырăнта çеç пулнă. «Ĕç климатне чакарса лартма юрамасть, малалла та тухăçлă ĕçлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев. Халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтерни пирки те чарăнса тăнă. «Республика Правительстви халăхăн социаллă ыйтăвĕсене туллин пурнăçлать, малашне те пурнăçлĕ», - тенĕ вăл.  Сăмаха май, республика хыснинче  социаллă ыйтусене пурнăçлама 7 млрд 200 млн тенкĕ пăхса хăварнине асăннă.  Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе пĕрле килĕшсе, сахал тупăшлă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр, коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн, субсидисем пама кăçал пĕлтĕрхинчен 34 процент ытларах республика бюджетĕнчен уйăрнине каланă. Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсене, енчен те вĕсем паянхи кун та ĕçлеççĕ пулсан, уйăхсерен тивĕçтермелли  1082 тенкĕне пăрахăçланине палăртнă, паянхи куна ветерансенчен 15 проценчĕ çак хушма пулăшăва вăхăтлăх илмест. Енчен те вĕсем ĕçлеме пăрахсан, вара вĕсене малашне пулăшупа тивĕçтерме тытăнĕç. Çитес виçĕ çул валли йышăннă республика бюджетĕнче социаллă ыйтусем валли çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă. Чăваш Ен Правительстви амăшлăха тата ачалӑха пулӑшса пырать, йăлана кĕнĕ çемье хак­лăхĕсене çирĕплетесси çине те тимлӗ пӑхать. Çемьере виççĕмĕш ача çуралнăшăн е тата пĕр ачашăн каши уйăхра амăшĕсем валли пĕтĕмпе 810 млн тенкĕ тăкакланать.

 Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков «çавра сĕтел» мелĕпе иртекен калаçу Килĕшӳпе çураçу кунĕпе тӳри килнине асăннă. Вăл Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене суйланин тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. РФ Патшалăх Думине пурĕ 450 депутат кĕнине каланă, вĕсенчен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен – 343 çын, «КПРФ» - 42, «ЛДПР» - 39, «Справедливая Россия» - 23 депутат пулнине асăннă.  Чăваш Республикинчен РФ Патшалăх Думине суйланнă депутатсем, вĕсем: Алена Аршинова «Прлĕхлĕ Раççей», Валентин Шурчанов («КПРФ»), Олег Николаев («Справедливая Россия»),  Анатолий Аксаков («Справедливая Россия»), Леонид Черкесов («Пĕрлĕхлĕ Раççей»). Суйлав уçăмлă тата таса иртнине асăннă Александр Цветков. 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче регионта общество-политика лару-тăрăвĕ  пĕр тан тăнăçлă аталанса пынине каланă. «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çĕнĕ тытăмĕнче ĕçлеме пултаракан ăста депутатсем.  Саккунсем кăларас ĕçре çамрăк, пуçаруллă, пысăк тавракурăмлă çынсем витĕм кӳресси куçкĕретех», - тенĕ вăл.  Тĕрлĕ парти представителĕсене пĕр-пĕринпе килĕшсе, тухăçлă Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каланă, пухăннисене малашнехи планпа кĕскен паллаштарнă.

Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен Ассамблейĕн Председателĕ, академик, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков çамрăксене пурне те пĕрле туслăн килĕштерсе ĕçлеме чĕнсе каланă аслă аксакал.  Тĕлпулу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй шухăшне палăртнă. Депутатсене, пухăннă мĕнпур çынсене, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене, обществăлла организацисен представителĕсене Чăваш Енре пурăнакан çынсене кăсăклантаракан ыйтусене татса парас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă, малашне те влаç органĕсенче ĕçлекенсем тĕрлĕрен йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем çине тимлĕх уйăрасса шантарса каланă.  Тĕплĕнрех

 



08 ноября 2016
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter