Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Валентин Шурчановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Валентин Шурчановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Михаил Игнатьев Валентин Шурчанова РФ Патшалăх Думин бюджет тата налук тытăмĕпе ĕçлекен Комитет Председателĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă ятпа саламланă, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн витĕм кӳме чĕнсе каланă. Калаçу вăхăтĕнче федераци енчен куçакан пулăшусем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Раççей регионĕсене аталантарассипе ĕçлекен РФ Правительствин ларăвĕнче Чăваш Республикине федераци енчен укçа-тенкĕ явăçтарасси пирки пăхса тухнине асăннă. Чăваш Ен Правительстви федераци программисене активлă хутшăннине, хушма инвестици явăçтарас ĕç те кирлĕ пек пулса пынине, калăпăр, кăçал РФ федераци хыснинчен республика бюджетне 16 млрд куçнине, ытти чухнехинчен 5 процент пысăкраххине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Хальхи вăхăтра Шупашкарти нумай функциллĕ 2№-лĕ Тĕп больницăна çĕнĕрен хута яма федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ явăçтарас ĕç пурнăçланса пынине пĕлтернĕ.  Шупашкарта тĕп вырăнта поликлиника хута ярас ĕçпе РФ Сывлăх сыхлав министерствипе РФ Экономика министерствтви  килĕшнине каланă. Строительство ĕçне пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен кăçал 200 млн куçарма палăртнă.  Михаил Игнатьев Валентин Шурчанова Шупашкарти поликлиника строительствин ĕçне федераци хыснинчен укçа-тенкĕ явăçтарассипе пĕрле ыйтусене пĕрле пăхса тухма чĕнсе каланă. Тĕплĕнрех

 



08 ноября 2016
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter