Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçе вĕрентекен институт пурнăçа кĕрĕ

Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçе вĕрентекен институт пурнăçа кĕрĕ. Кун пирки паян, чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Указа алă пусса çирĕплетнĕ.  Ырă хыпар пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче пур тытăмра та кадрсене çĕнетес, çамрăксене «çул парас» ĕç пынине асăннă. «Калас пулсан, мĕнпур 365 ĕçлекен çынтан 20 проценчĕ 30 çула çитмен яш-кĕрĕм.  Кадрсен резервĕнче 250 яхăн çамрăк шутланать. Ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансенчен 1/3 пайне 30-35 çула çитнĕ çамрăксене ĕçлеттерме тĕллев лартатпăр. Çамрăксемпе тухăçлă ĕçлеме пулать, вĕсен тепĕр тесен тавракурăмĕ те çав тери анлă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Наставниксем патшалăх граждан служащийĕсен пĕлӳ шайне ӳстерме витĕм кӳрĕç. Ку енĕпе Чăваш Республикин Финанс министерствин çав тери паха опыт пулнине каласа хăварнă Михаил Игнатьев.

 Паянхи ларăва пухăннисем нумай хваттерлĕ çурт-йĕрсене тĕпрен юсав ĕçне йĕркелессипе çыхăннă ĕç хутне улшăнусем кĕртнине тĕплĕн сӳтсе явнă.  Çакăн пекех Чăваш Республикинчи патшалăх пурлăхне приватизацилесси пирки те саккун проектне пăхса тухса ырланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн ĕçне хутшăннине пĕлтернĕ. Ăна видеоканашлу мелĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи, РФ Патшалăх канашĕн секретарĕ Игорь Левитин йĕркелесе ирттернĕ пулнă. Патшалăх пурлăхĕсемпе тухăçлă ĕçлемелли пирки тĕплĕн сӳтсе явнине асăннă. «Пирĕн республикăра лару-тăру  çак ыйтупа питĕ йĕркеллĕ, паха опыта ытти субъектсем хапăл тусах йышăнаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Тимофеевăна республика Ертӳçи Михаил Игнатьев малашне те Ял хуçалăх министерствипе, Экономика министерствипе тачă çыхăнса ĕçлеме хушнă.

Кун йĕркипе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем сунарçă ыйтăвĕсем пирки те калакан саккун проектне, Чăваш Республикинчи патшалăх ĕçĕнчи  граждан служащийĕсем пирки калакан ĕç хутне, тĕплĕн пăхса тухнă, кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллашнă. 2017-мĕш çултан пенсине тухмалли ĕç стажĕ çулталăк çурă ӳсет, вара 2032-мĕш çул тĕлне хĕрарăмсем 63 çула çитсен, арçынсем 65 çула çитсен пенсине тин тухĕç. Ларăва пухăннисем ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин 2016 çулхи республика бюджечĕн 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, ăна еплерех пурнăçлани çинчен каласа хăварнă. Министр Чăваш Республики обществăлла укҫа-тенкĕне тытса пырас ĕçĕн пы­сăк тухăç­лăхне кашни çулах ĕненмелле çирӗплетнине, бю­джет кăтартăвĕсен уççăн­лăх шайĕ енĕпе федерацин Атăлçи округне кĕ­рекен регионсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннине тата çĕршыври 85 субъект йы­шĕнче 16-мĕш вырăнта пулнине каланă. Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 34 338,3 млн танлашнине, пĕлтĕрхинчен çак тапхăртинчен 5 процент пысăкрах пулнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 25 процент чакнă.  Республика хыснин тăкак пайĕ 2016-мĕш çул юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 25954,7 млн танлашать. Вĕсенчен социаллă ыйтусене татса пама - 5450,6 млн, вĕренӳ пайне - 7588,8 млн, наци экономикине - 4361,5 млн тăкакланă.   Регионта резерв фондне те  йĕркеленĕ. «Экономика лăпланса ларма ыйтмасть. Хăшĕсем бюджет валли ахăртнех йывăрлăхсем тупса параççĕ. Пирĕн вара тĕп тĕллевсенчен пĕри – социаллă ыйтусене татса парасси», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче усал чир ВИЧ пирки те сăмах пуçарнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ асăннă ыйтупа пирĕн регионта лару-тăру аван пулнине, кăтартусем пĕчĕк тесе пĕлтернĕ. Раççей Федераци кăтартăвĕсемпе илес пулсан, пирĕн республикăра чирлисен йышĕ тăватă хут та пĕчĕк пулнине асăннă. Пур-пĕрех лару-тăру çивĕч пулнине те каласа хăварнă.  Кăçал 9 уйăх хушшинче кăтарту ӳсни сисĕнет, енчен те пĕлтĕр çак тапхăрта 151 тĕслĕх тупса палăртнă пулсан, кăçал вара - 212 тĕслĕх.  Усал чирсемпе яланах комплекслă кĕрешмеллине каланă республика Пуçлăхĕ.  Халăхăн хыпарсене вăхăтра пĕлмелле. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кашни муниципалитетра миçе çынна шута илнине, юлашки вунă çул хушшинче чир епле сарăлса кайни пирки ĕç хутне хатĕрлесе тăратма хушнă. Чăваш Республикинчи патшалăх пурлăхĕсемпе, бюджет укçи-тенкипе тухăçлă ĕçлес тĕллевпе Красноармейски районĕнчи васкавлă пулăшу памалли больницăна районти тĕп больницăпа пĕрлештерме палăртнă. Кун пирки Алла Самойлова пĕлтернĕ. Паллах, тĕллевĕсем те медицина пахалăхĕн шайĕ те чакмалла мар.  Вăтамран учрежденире 1941 çын ĕçлемеллине палăртнă министр.  Çакăн пек йышăну туса хăварни - сиплев учрежденине модернизацилеме, пысăк технологиллĕ хатĕрсем вырнаçтарса, халăха пахалăхлă пулăшусемпе тивĕçтерме май панине асăннă.  Малашлăхра ытти хăш-пĕр учрежденисене те пĕрлештерме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Ку хутĕнче министр доклачĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăмăллах юлман. Лару-тăру хăш-пĕр ыйтусемпе çивĕч тăнине палăртнă, халăх та кăмăлсăр пулнине пĕлтернĕ. Асăннă ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ сиплев учрежденийĕсен тĕп тĕллевĕ – тухăçлă ĕçлесе, халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси пулнине каланă. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине, Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине, Чăваш Республикин Экономика министерствине, Чăваш Республикин Финанс министерствине сиплев учрежденийĕсен парăмĕсем пирки комплекслă тĕрĕслеме хушнă.  Бюджет укçи-тенкине тĕллевсĕр тăкаклама юрамасть тесе çирĕппĕн асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

 

 



09 ноября 2016
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter