Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн ларăвне хутшăннă, ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи Игорь Левитин видиоканашлу мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн ларăвне хутшăннă, ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи Игорь Левитин видиоканашлу мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ.  Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Тимофеева пулнă.

 Игорь Левитин хăйĕн сăмахĕнче, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парас ĕçре Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн комиссийĕ витĕм кӳнине асăннă. «Аса илтерсе хăваратпăр, РФ Президенчĕ Владимир Путин 2016 çулта юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче РФ Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн йышне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьева  çирĕплетсе хăварни пирки Хушăва алă пуснă.  Палăртса хăваратпăр, комисси членĕсем пулма РФ субьекчĕсен ертӳçисем чи тухăçлă ĕçлекеннисене çеç кĕртнĕ. Чăваш Республики çĕршыври малта пыракан регионсенчен пĕри шутланать. 2016 çулта Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе, РФ 85 субъекчĕ хушшинче хисеплĕ 6-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пысăк çитĕнӳ пурне те хавхалантарать. (Маларах республика 9-мĕш вырăнта пулнă). Эпир бю­джет кăтартăвĕсен уççҫăн­лăх шайĕ енĕпе федерацин Атăлçи округне кӗ­рекен регионсем хушшинче малтисен вырăнĕнче  тата ҫӗршыври  субъектсем йы­шӗнче мал­тисен ретĕнче.

 Влаç органĕсенче тăрăшакансен патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă ĕçлесси пирки ларăва пухăннисем тĕплĕн сӳтсе явнă. «Пурлăхсенчен нумайăшĕ регионсен е тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен харпăрлăхĕ тесе  шутланса тăраççĕ. Çĕршыв регионĕсен аталанăвĕшĕн, бизнес пайĕшĕн çак асăннă ыйту çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Игорь Левитин. Ларура субъектсен ертӳçисем хăйсен паха опычĕсемпе паллаштарнă. Ĕç ушкăнĕн ертӳçи, Краснодар крайĕн губернаторĕ Вениамин Кондратьев хăйĕн сăмахĕнче, мĕнпур пурлăха  çийĕнчех ĕçе кĕртмеллине  субъектсенче тупăш илессишĕн тăрăшмаллине каланă. «Енчен те пурлăх нумай çул хушши пĕр вырăнтах тăрать пулсан,  ăна та çийĕнчех приватизацилемелле.  Патшалăх ĕçĕсене пурнăçлама кирлĕ пурлăх çеç патшалăх пайĕнче шутланса тăмалла», - тенĕ вăл. 

 РФ экономика Министрĕн çумĕ Дмитрий Пристансков докладра РФ субъекчĕсенчи Росстат, УФНС регистрациленнĕ пурлăхсем пирки уçă хыпарсем МУПсенче е ГУПсенче пулмаллине асăннă. Раççей Шутлав палатин федерацин контракт тытăмĕн тухăçлăхне комплекслă анализ тăвассипе ĕçлекен, пурлăхсен çаврăнăшне,  экспертпа аналитика тата тĕрĕслев ирттерекен Департамент директорĕ Наталья Бочарова йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинчен чарăнса тăнă, ытларах ĕçе электронлă майпа йĕркелесси пирки сăмах пуçарнă. Ыйтăва 2010-мĕш çултанпах хускатаççĕ, анчах та паянхи кун туллин пурнăçа кĕртмен-ха.  Федерацин патшалăх учрежденийĕсем çав тери йышлă пулнине каланă, вĕсене кăштах та пулин сахаллатмаллине асăннă.

Игорь Левитин асăннă ыйтăва   кăçал чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Ярославль хулинче иртекен РФ Патшалăх канашĕн тухса çӳрекен комиссийĕн анлă ларăвĕнче пăхса тухассине каланă, унта Раççей Президенчĕ те хутшăнасса пĕлтернĕ. Аса илтерсе хăваратпăр, комисси ĕçне Чăваш Республикин Пулăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнĕ.

Канашлу ĕçĕнче (Якути) Саха Республикин Ертӳлĕхĕн ĕç опытне пăхса тухнă. Саха Республикин Пуçлăхĕ Егор Борисов влаç органĕсенче ĕçлекенсем обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçленине, халăхăн пурнăç услови шайне ӳстерсе пырассишĕн, çынсене кăсăклантаракан ыйтусене уççăн тишкернине каланă.  Республика ертӳлĕхĕ кашни çулах халăх умĕнче çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнине пĕлтернĕ вăл. Граждансемпе тачă çыхăнура пулни – пĕрле тăрăшса ĕçлеме пулăшнине каланă Егор Борисов. 

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче пысăк мероприятисем, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута ярасси, паллă çынсене асăнса палăксем уçасси, чăваш халăхĕн «ниме» йăли-йĕркипе ĕçлесси те ырă йăлара. Кунсăр пуçне кашни уйăхра Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсем иртеççĕ. Тĕрлĕ влаç органĕсенче ĕçлекенсем ял тăрăхĕсене çитсе ĕç ушкăнĕсемпе, вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçаççĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав параççĕ. Регион РФ ытти субъекчĕсен ырă тĕслĕхĕсене тĕпе хурса ĕçлеме яланах хатĕр пулнине каланă Михаил Игнатьев. Калăпăр, Саха Республикинче халăх хушшинче эрех-сăра ĕçессине чарса лартассипе ĕçлени кăсăклă. Ĕçри тухăçлăх - Чăваш Ен Правительствишĕн тĕп  ăнлав пулса тăрать. Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсемпе пĕлсе усă курни, регионăн пĕрлештернĕ бюджетне тухăç илсе килме пулăшать. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕплетсех каланă.  Регионта патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсем пирки пĕрлĕхлĕ тытăм базине электронлă майпа йĕркеленĕ, тĕрĕслев те çирĕп пулса пырать.  Патшалăх пурлăхне приватизациленĕ хыççăн, республика хыснине 2016 çулта 319,5 млн тенкĕлĕх тупăш пуçтарăннă. Хальхи вăхăтра республикăра 291 çĕр лаптăкне шута илнĕ, вĕсем пĕтĕмĕшле 1188 га йышăнаççĕ. 2014-2015-мĕш çулсенче ял тăрăхĕсенче «Халăх инвентаризацийĕ» иртнĕ. Ун чухне, шăпах та усă курăнман 2271 çĕр лаптăкĕсене тупса палăртнă, вĕсем 831,5 га йышăнаççĕ, 648 çĕр лаптăкне ĕçе кĕртсе вырăнти бюджетсене 114 млн укçа-тенкĕ куçнă. Усă курăнман çĕр пайĕсене регистрацилесси те аван пулса пырать. 2016 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур лаптăксенчен 60 процентне регистрациленĕ (маларах çак кăтарту 2 процентпа çеç танлашнă).  Атăлçи федераци округĕнче çак кăтартупа Чăваш Республики хисеплĕ пĕрремĕш вырăн йышăнать, çитĕнӳ çав тери пысăк. Паянхи куна вара пурĕ 50 пин га усă курăнман пай çĕр лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, вырăнти бюджетсене   тупăш 37,4 млн тенкĕлĕх пуçтарăннă.

 



09 ноября 2016
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter