Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов йыхравланипе, ирхи апатлану вăхăтĕнчи ĕçлĕ канашлăва хутшăннă

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов йыхравланипе, ирхи апатлану вăхăтĕнчи ĕçлĕ канашлăва хутшăннă. Çак канашлу, Мускаври Транспорт эрнине  халалласа ирттернĕ мероприятисенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри шутланать. Çĕршывра транспорт тытăмне 2030-мĕш çулччен аталантарас ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.  Максим Соколов хăйĕн сăмахĕнче, федераци тата регионсен влаçĕсен умне лартнă тĕллевсемпе паллаштарнă. «Çитес виçĕ çулта çĕршывсем хушшинчи транспорт пайне аталантармалла, инфратытăма тĕпрен çĕнетсе ылмаштармалла.  Паллах, çак ыйтусене татса парасси - пĕтĕмпех федераци центрĕпе вырăнти влаçсем пĕр-пĕринпе тухăçлă килĕшсе ĕçленинчен те нумай килет», - тенĕ РФ транспорт Министрĕ.

 Аса илтерсе хăваратпăр, федераци укçи-тенкипе Чăваш Енре инфратытăма аталантаракан пысăк проектсем пурнăçа кĕреççĕ.  Вĕсенчен пĕри – Шупашкарти Мускав кĕперĕ, ăна строительсем реконструкцилессипе хĕрӳ ĕçлеççĕ. 2015-мĕш çултан пуçласа, çак объекта пурнăçлама Раççей Федерацийĕн Транспорт министерстви сахал мар витĕм кӳрет. Хальхи вăхăтра та регионти çул-йĕрсене реконструкцилес ыйтупа тата уйрăм проектсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе, федераци хыснинчен пулăшăва тивĕçес тесе, кирлĕ пек ĕçлĕ калаçусем пынине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Калăпăр,  пысăк проектсем – Шупашкар хулипе Пăрачкав районĕнчи çулсене тирпейлесе сарассипе çыхăннă. 



01 декабря 2016
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter