Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ТАСС информацисен агенствине интервью панă
Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ТАСС генеральнăй директорĕпе Сергей Михайловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, информаци тĕлĕшĕнчен çыхăнусене анлăрах сарасси пирки калаçу хускатнă.
Тĕлпулу самантĕнче Сергей Михайлов республика çинчен калакан хыпарсемпе аналитика материалĕсене анлăрах халăх патне илсе çитерме çирĕплетсе каланă. Михаил Игнатьев регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика пайĕ пирки пысăк пĕлтерĕшлĕ хыпарсене вĕсен массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленсе тухччĕр тесе, кирлĕ таран витĕм кӳрессине тата çыхăнусене сарасси çинчен те шантарса хăварнă.
Палăртса хăваратпăр, ТАСС информацисемпе ĕçлекен тĕнчери чи паллă патшалăх агенстви. 112 çул хушшинче вĕсем миллионшар ытла хыпарсене çĕршыври тĕрлĕ кĕтесре пурăнакансем патне илсе çитернĕ. Кунсăр пуçне, ТАСС çынсем патне информацисене хăвăрт илсе çитерекен çăлкуç пулса тăрать. Тĕплĕнрех