Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Федараци Пухăвне Çырупа тухни /комментари/

Зинаида Павлова Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ: РФ Президенчĕ В.В. Путин хăйĕн Çырăвĕнче çĕршыва аталантармалли стратеги планĕпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Историрен çакă паллă: темиçе ĕмĕрсем хушши Раççей çĕршывне ют çĕршывсем «чĕркуççи çине лартас» тесе тăрăшнă пулсан та, пирĕн çĕршыв тĕрлĕ йывăр лару-тăрусенчен яланах çĕнтерÿçĕ пулса тухнă. «Пирĕн вăй — пĕрлĕхре. Халăх пĕрлĕхре пулсан кăна çитĕнÿ тума пулать. Çакна вара пирĕн Раççей гражданĕсем лайăх ăнланаççĕ, пĕлеççĕ», - терĕ РФ Президенчĕ В.Путин. Пирĕн тĕллевсене пĕр тĕвве пĕрлешетерекенни вăл «Единая Россия» политика партийĕ. Ăна йĕркеленĕренпе кăçал 15 çул çитрĕ. В.Путин палăртнă тăрăх, «Единая Россия» политика партийĕ çĕршыва çирĕппĕн малалла аталанма пулăшакн парти. Çакна иртнĕ çулхи суйлав та çирĕплетсе пачĕ. 
Владимир Владимирович Путин çавăн пекех çĕршыври социаллă пурнăçпа экономика, строительство, вак тата вăтам бизнес, промышленность, ял хуçалăх аталанăвĕнче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл каланă тăрăх, строительствăра пирĕн ÿсĕмсем пысăк. 2015 çулта 85 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕре хута янă.
Агропромышленность комплексĕнче те çитĕнÿсем курăмлă. Хамăр çĕршывра туса илнĕ ял хуçалăх продукцине ют çĕршывсене кăçал чылай ытларах сутма пултарнă. Çавна май аграрисене аталанма, çĕнĕ йышши ял хуçалăх техникине туянма федерааци енчен ытларах субсиди парасси пирки те каларĕ В.Путин. Унсăр пуçне хамăр туса илнĕ продукцине вырнаçтарма ял хуçалăх кооперативĕсем те йĕркелемелли çинчен палăртрĕ. 
Паллах, граждансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтăва тимлĕх уйăрмасăр хăвармарĕ РФ Президенчĕ. Çак сферăри тĕп тĕллев — капиталпа танлаштаракан çынсен ресурсне темиçе хут таранччен ÿстересси, Раççей халăхне упрасси. Раççейре ача çураласлăхĕ юлашки çулсенче Европăри кăтартусемпе танлаштарсан чи пысăкки. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче перинаталь центрĕсем уçăлни çуралакан ачасен вилеслĕхне самай чакарма май пачĕ. Тухтăрсене çĕнĕ йышши оборудованипе ĕçлеме вĕрентес тĕллевпе кашни çулах хатĕрленÿ курсĕсем йĕркелемелле текен В.Путин палăртнă шухăшĕсем пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. «Тухтăрсене хут ĕçĕпе тиемелле мар, пациентсемпе ĕçлеме вăхăт нумайрах уйăрма май туса памалла», - терĕ Владимир Владимирович хăйĕн Çырăвĕнче. Вăл çавăн пекех çитес икĕ çулта пур медицина учрежденийĕсене те пысă хăвăртлăхлă Интернетпа тивĕçтермелле тесе пĕлтерчĕ. Çакă малашлăхра медицина учрежденийĕсенче ĕç хăвăртлăхне ÿстерме май туса парĕ тесе шутлатăп. 
РФ Президенчĕ В.Путин вĕрентÿ сферинче те çĕнĕлĕхсем кĕртмеллине палăртрĕ. Çавна май çĕнĕ йышши шкулсем хăпартма, вĕсенче сĕтел-пукан, оборудовани туянма укçа-тенкĕ чылай уйăрссине каларĕ. 2019 çул тĕлне 190 пин çĕнĕ вĕренÿ вырăнĕ пулмалла. Çапла майпа шкулсенче иккĕмĕш, виççĕмĕш смена вĕренесси пĕтĕ. Шкулсемпе пĕрлех талантлă ачасене тĕрев пама ятарлă центрсем уçмалли çинчен те каларĕ. 
В.В.Путин 2017 çул экологи çулталăкĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл çутçанталăка упрамалли, ăна кирлĕ мар япаласемпе вараламалла марри çинчен каларĕ. Регионсене хăйсен вырăнĕсенче тирпей-илем, хăтлăх кĕртме 20 миллиард тенкĕ укçа уйăрнине те асăнса хăварчĕ. 
Хула, ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртни вара хамăршăн. Çавăнпа та пурин те пĕрле çак ĕçе кашни кун пурнăçласа пыни питĕ вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп.

Э. Михайлова, корреспондент
Раççей Президенчĕн В. Путинăн РФ Федераллă Пухăвне кашни çулах яракан Çырăвне эпир тимлĕ итлерĕмĕр. В.Путин çĕршывăн тĕрлĕ сферисенчи тĕп ыйтăвĕсене хускатрĕ. Ку хутĕнче вăл ытларах экономика ыйтăвĕсене хускатнине пĕлтерчĕ. Паллах, граждансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтăва тимлĕх уйăрмасăр хăвармарĕ РФ Президенчĕ. Çак сферăри тĕп тĕллев _ капиталпа танлаштаракан çынсен ресурсне темиçе хут таранччен ÿстересси, Раççей халăхĕсене упрасси. Раççейре ача çураласлăхĕ юлашки çулсенче Европăри кăтартусемпе танлаштарсан чи пысăкки. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче перинаталь центрĕсем уçăлни çуралакан ачасен вилеслĕхне самай чакарма май пачĕ. В. Путин тухтăрсене çĕнĕ йышши оборудованипе ĕçлеме вĕрентес тĕллевпе кашни çулах хатĕрленÿ курсĕсем йĕркелеме палăртни пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. «Тухтăрсене хут ĕçĕпе тиемелле мар, пациентсемпе ĕçлеме вăхăт нумайрах уйăрма май туса памалла», _ тесе калани питĕ тĕрĕс. Больницăна медицина пулăшăвĕ шыраса килнĕ çыннăн врачсен хут ĕçĕпе нумай лармаллине кура черетре кĕтме тивет. Малашне Çырура каланисене пурнăçа кĕртсен черетсем сахалланасса шанатпăр. В. Путин çавăн пекех икĕ çул хушшинче пур медицина учрежденийĕсене те пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа тивĕçтермелле тесе пĕлтерни больницăсен ĕç хăвăртлăхне ÿстерме май туса парĕ тесе шутлатăп.

И.АНТОНОВА, обществăпа политика пурнăçĕн пай редакторĕ:
Çулсеренех шкул ачисен шучĕ ÿссе пырать, çитес вунă çулта вĕсен йышĕ татах та пысăкланĕ. Ку вăл, паллах, питĕ аван. Анчах та çакă вĕрентÿ пахалăхне япăх витĕм ан кÿтĕр. Апла пулсан пирĕн çитес çулсенче, уйрăмах хуласенчи шкулсенче иккĕмĕш, виççĕмĕш сменăсенчен хăтăлас тĕллевпе çĕршывра 2019 çул тĕлне 190 пин вĕренÿ вырăнĕ тумалла. Ку вăл çĕнĕ шкулсем тăвассипе, киввисене юсаса реконструкцилессипе çыхăннă. Ку енĕпе Раççей Федерацийĕн Правительстви регионсемпе ятарлă план хатĕрленĕ. 
Пахалăхлă пĕлÿ илме хăтлă шкул çеç çителĕксĕр. «Кадрсем пĕтĕмпех татса параççĕ» тенĕн вĕрентекенсем те çине тăрса ĕçлени кирлĕ. Пултарулăха аталантармалли тĕрлĕ çул-йĕрсем йĕркелемелле. Ку енĕпе федераци, регионсем хушшинче, республика тата район шайĕсенче шкул предмечĕсемпе тăтăшах тĕрлĕ конкурссем иртеççĕ. Тĕслĕхе пирĕн районти Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Яна Казакова Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен экологипе иртнĕ олимпиада çĕнтерÿçине илĕпĕр. Унăн вĕрентекенĕ К.Николаева пĕр хутчен паракан 250 пин тенкĕ укçан премине тивĕçнĕ. Пирĕн район чысне хÿтĕленисем татах та нумай.

А.НИКОЛАЕВА, ялхуçалăх тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пай редакторĕ:
«Владимир Владимирович Путин кашни çул вĕçĕнче Федераллă Пухăва Уçă Çырупа тухни халăхпа уççăн калаçниех пулать. Раççей Президенчĕн трансляцине кашни çулах малтан пуçласа вĕçне çитичченех пăхатăп, хаçатсенче те вуласа паллашатăп. В.Путин ялхуçалăх сферине аталантармалли программа пирки калани питех те килĕшрĕ. Кашни çĕр лаптăкĕпе тĕллевлĕн усă курмалла тесе çирĕплетсе калани варарайонти кашни хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнче ĕçлекенсене тÿрремĕн куçран каланă пекех туйăнчĕ. Ялхуçалăх сферинче ĕçлекенсене пĕлтерĕшлĕ сĕнÿсем пани мана та ĕçре уçăмлăн сĕнÿсем паниех тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен пирĕн район та ялхуçалăх отраслĕпе ытларах вăй хурать. Хамăр туса илнĕ продукцине вырăнти халăхах тивĕçтерсе пырас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.Владимир Владимирович Раççейре агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ лайăх еннелле улшăнса пыни çинчен те чарăнса тăчĕ. Çакă ялта пурăнакансене татах та тăрăшарах ĕçлеме хистет, малашлăха шанчăк çуратать».

(Вăрмар районĕн хаçачĕ)

 

 



01 декабря 2016
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter