Паян Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырупа паллаштарнă

Паян, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче, 12 сехетре Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырупа паллаштарнă, торжествăлла мероприятинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă.

Маларах,  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Раççей Федерацийĕн Транспорт министерстви йĕркеленĕ ирхи апатлану вăхăтĕнчи ĕçлĕ канашлăва хутшăннă.  РФ транспорт Министрĕпе Максим Соколовпа республика Ертӳçи Михаил Игнатьев, 2030-мĕш çулччен транспорт инфратытăмне çĕнетессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  Патшалăх проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырас ĕçе бизнеса явăçтарас, пĕр-пĕпин хушшинчи çыхăнусене анлăлатас пирки  те канашланă.

 Çак кун, каярах, Раççей Федерацийĕн Гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн  тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн министерстви йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри VIII-мĕш фестиваль çĕнтерӳçисене савăнăçлă лару-тăрура чыслама палăртнă мероприяти ĕçне хутшăнать.  



01 декабря 2016
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter