Регионти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тĕрĕслевпе асăрхав службисен тĕрĕсленин ĕç тухăçлăхне тишкерекен ведомство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, регионти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене тĕрĕслевпе асăрхав службисен тĕрĕсленин ĕç тухăçлăхне тишкерекен ведомство комиссийĕн ларăвне ертсе пынă.   Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем бюджетран куçакан укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнипе курманни пирки пулнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина уйрăм муниципалитетсенче йĕрке пăснă тĕслĕхсем пирки чарăнса тăнă. «Эпир бюджетран куçакан укçапа тĕрĕс усă курнипе курманнине яланах тĕрĕсленĕ, малашне те çирĕп тĕрĕслĕпĕр.  Енчен те йĕрке пăснă тĕслĕхсем тупса палăртсан, явап тытма тивĕ», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев.  Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене юсав ĕçĕсене йĕркеленĕ чухне, ĕç хучĕсене хатĕрлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăрмалла.  Çĕрпе çыхăннă саккунсене те çирĕп пăхăнса пымаллине асăннă. 

 Тĕплĕнрех



13 декабря 2016
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter