Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă канашлăва хутшăннă

 


Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă канашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - Раççей Федерацийĕнчи амăшĕпе ачасен сывлăхне хӳтĕлесси. Палăртнă канашлăва çакăн пекех Раççей Правительствин Председателĕн Çумĕ Ольга Голодец, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова тата РФ субъекчĕсен ертӳçисем хутшăннă.

 Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче, пĕтĕмĕшле Раççейре амăшĕсен тата  ачасен вилеслĕхĕн кăтартăвне чылай чакарма май килнине палăртнă. «Юлашки 25 çул хушшинче, пирĕн çĕршывра амăшĕсен вилеслĕхĕ виççĕ тăваттăмĕш пай ытла чакнă.    100 пин çуралнă ачаран вуннăшĕ кăна вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсене илес пулсан, пĕр пин çуралнă ачаран 6,5-шĕ кăна вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă.  Кăçал вунă уйăхри кăтартăва илес пулсан, тата та çитĕнĕве курма пулать, коэффициент 5,9 танлашать.  Пиншер ачасемпе амăшĕсене вăхăтра пысăк медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ», - тенĕ РФ Правительствин Педседателĕ.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта ачасен вилеслĕхне чакарса пырассипе йышăннă пысăк технологи пирки, реабилитаци витĕмлĕхĕ çинчен каласа кăтартнă.  Çулсерен республика хыснинчен куçакан укçаран 25 проценчĕ амăшĕсемпе ачасен сывлăхне упраса хăварассишĕн йĕркеленĕ ĕçсене пурнăçлама кайнине пĕлтернĕ. Юлашки 15 çул хушшинче, республикăра курăмлăнах ачасен вилеслĕхĕ чылай сахалланнине, кăтарту Раççей шайĕнче те 2015 çулта ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине коэффициент 3,3 танлашнине асăннă. Европа çĕршывĕсенчен чылай лайăхрах пулни вара куçкĕретех.

 Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ ачасен больницисене реконструкцилесси пирки ыйту тăратнă. «Çуртсене ытларах 1960-1980-мĕш çулсенче хута янă. Объектсене реконструкцилеме тата çĕнĕрен хăпартса лартассипе ятарлă программа йышăнса хăвармалла», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.  Чи пысăк çитĕнӳсемпе палăракан регионсене çемьере виççĕмĕш пепке çуралнăшăн, кашни уйăхра амăшĕсене тивĕçтермелли укçана  федераци хыснинчен хушса тӳлеме май пуррипе çуккине те ыйтса пĕлнĕ. 

 РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура  та юлашки çулсенче çĕршывра социаллă сферăна вăй илтерме май килнине, ӳсĕм те пысăк пулнине палăртнă.  Чăваш Ен юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, кăтарту çулран çул ӳссех пырать.  Юлашки çулсенче республикăри пепкесен вилеслĕхĕн кăтартăвĕ – Раççейре чи пĕчĕкисенчен пĕри, тĕнчери малта пыракан çĕршывсен кăтартăвĕсемпе танлаштарма пулать.   Çĕршыв вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăк, 2015 çулта Чăваш Енĕн ачасен çураласлăх коэффициенчĕ 1.9 танлашнă.  Тĕплĕнрех

 



13 декабря 2016
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter