Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭСК РусГидро» АО генеральнăй директорĕпе Владимир Кимеринпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


 Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭСК РусГидро» АО генеральнăй директорĕпе Владимир Кимеринпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче тарифсемпе çыхăннă ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă. Тĕлпулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Михайлов, Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳçи Марина Кадилова, Чăваш Республикин энергосбыт компанийĕн директор ĕçне пурнăçлакан Александр Гончаров  хутшăннă.

 Энергетика тытăмĕн Раççейри чи пысăк предприятийĕн ертӳçи Владимир Кимерин хăйĕн сăмахĕнче, пĕтĕмĕшле лару-тăру  регионта йĕркеллĕ пулнине асăннă. Кăçалхи çул кăтартăвне пăхас пулсан, тупăшпа ĕçлени курăнать. «Паянхи кун пăшăрхантаракан ыйту – тракторсем кăларакан завод шăпи. Вĕсен парăмĕ пула, предприятийĕн харпăр хăй резервĕнчи укçа-тенкĕпе усă курма тивет, ĕçлеме чăрмав ан пултăр тесе тăрăшатпăр», - тесе пĕлтернĕ «ЭСК РусГидро» АО генеральнăй директорĕ.

 «Чăваш Енри уйрăм йывăрлăхсене пăхмасăрах, энергосбыт компани  электричество энергийĕпе туллин халăха тивĕçтермелле.  Парăмсем пур предприятисемпе тухăçлă ĕçлеме тăрăшăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  Тухса тăракан ыйтусемпе малашне пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси пирки калаçса килĕшнĕ. Палăртса хăваратпăр, «Чувашская энергосбытовая компания» АО  Чăваш Енре 12,2 пин хăй халлĕн ĕçлекен организацисене, 367 пин уйрăм çын предпринимательсене  хăйсен ресурсĕпе тивĕçтерет. Тĕплĕнрех



13 декабря 2016
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter