Чăваш Ен Правительстви хăш-пĕр социаллă тӳлевсене ӳстересси пирки калакан саккун проекчĕсене йышăннă

Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ачасем пур граждансене патшалăх енчен пособи памалли Чăваш Республикин Саккунне çĕнĕлĕхсем кĕртни çинчен калакан проекта ырланă.  Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, ачасемшĕн кашни уйăхра тивĕçтермелли пособийĕн виçи ӳсет.  Çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ хыççăн, укçан виçине 324 тенкĕ хăпартĕç, енчен те çемьесем ачасене усрава илнĕ пулсан, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, воспитателĕсене уйăхсерен 1524 тенкĕ хушса куçарса пама йышăннă.

 2017-2019-мĕш çулсем валли палăртнă республика бюджетĕнче  çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпе 537,7 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев Чăваш Республикинче саккунсен йĕркинче çĕнĕлĕхсене 2008-мĕш çултанпа кĕртменнине асăннă. «Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма саккун проекчĕсене хатĕрленĕ. Эпир лайăх ăнланатпăр, паллах çак виçе вăл питех те пысăках маррине.  Пур-пĕрех, паянхи çăмăлах мар экономика лару-тăрăвĕнче çакăн пек йышăнусем туни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ  Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев.

   Палăртса хăваратпăр, кăçал  раштав уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне пурĕ республикăра  72 432 ачашăн кашни уйăхра пулăшусем куçарса параççĕ. Ларура пухăннисем  ветерансемпе çыхăннă саккун проекчĕсене те тишкернĕ.  Медицина  пулăшăвĕсемпе тӳлевсĕр тивĕçтермелли саккун проекчĕсене ырланă, телефон çыхăнăвĕпе усă курнăшăн тăкакăн  50 процентне саплаштармалла тунă. 



14 декабря 2016
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter