Чăваш Енри патшалăх ĕçĕнчи граждан служащийĕсен шалу укçин тĕп пайне ӳстермеллине 2018-мĕш çулăн кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен чарса лартма йышăннă

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев  Чăваш Енри патшалăх ĕçĕнчи граждан служащийĕсем пирки калакан саккунра уйрăм йĕркесене çĕнĕлĕхсем кĕртни çинчен калакан проектпа паллаштарнă. Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, шалу укçин тĕп пайне ӳстермеллине,  çурт-йĕр ыйтăвне лайăхлатма пĕр хуччен субсиди памаллине 2018-мĕш çулăн кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен чарса лартма тивĕ.  Палăртса хăваратпăр, индексаци 2014, 2015 тата 2016-мĕш çулсенче пулман.

 



14 декабря 2016
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter