Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă пысăк уява торжествăлла майпа уçнă

 


Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри Кино çулталăкне, Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне пĕтĕмлетнине тата Раççейре Экологи çулталăкне, Чăваш Енре Амăшăпе Ашшĕн  çулталăкне уçассипе хатĕрленĕ торжествăлла уява хутшăннă.

Палăртса хăваратпăр, 2016- мĕш çулта пысăк проектсем пурнăçа кĕртнĕ. Республикăра: Улатăрта, Çĕмĕрлере, Канашра çĕнĕ кинозалсем уçнă.  Çитес тапхăрта регионта виçĕ муниципалитетра - Çĕрпӳре, Сĕнтĕрвăрринче, Вăрнарта объектсене хута яма палăртса хунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев киносене халăх йышлăн тата пĕтĕм кăмăлтан çӳренине палăртнă.

2016-мĕш çула Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă. «Пирĕн ĕçченсем, ветерансем, асаттесемпе асаннесем, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче çĕршыва ура çине тăма пулăшнă. Пирĕн тĕп тĕллев -  ĕç çыннисене хисеплеме вĕрентесси, Тăван çĕршыва парăнса пĕтĕм чунтан тăрăшакансен пĕлтерĕшне ӳстересси», - тенĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май. 2017-мĕш çула, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн,  Амăшĕпе Ашшĕ çулталăкĕ тесе йышăннă.

 Раççей халăх артисчĕ Александр Михайлов республикăра пурăнакансене уяв ячĕпе саламланă. Чăваш Ен Правительстви  çитес çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннине çав тери  лайăх тесе ырланă. «Çемье кашни çынăн пурнăçĕнчи тĕп пуянлăх. Çемьери йăла-йĕркесене упраса тытса пыма пĕлмелле. Тăван çĕре, тăван тавралăха, атте-аннене хисеплемелле, яланах туслă, пĕрне-пĕри ăнланса килĕшсе пурăнмалла.  Уйрăмах çемьере виçĕ е ытларах ачасем çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕсене пысăк тав, вĕсем  хăйсен ачисем Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданĕсем пулса тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесе сахал мар вăй хураççĕ», - тенĕ саламра Михаил Игнатьев.   Сăмаха май, республика Правительстви социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене яланах туллин тивĕçтернине каланă.  Малашне те çак ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма тĕллев лартнине асăннă. Пирĕншĕн – атте тата анне çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Никамран та ытларах вĕсем пире хытă юратаççĕ. Шăпах та вĕсем тавралăхпа килĕшсе пурăнма, тус-юлташсене, тăван халăха юратма,  Тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентеççĕ.

"Хĕрарăмсен Пĕрлешĕвĕпе Ашшĕсен Канашĕ тухăçлă ĕçлесе çитĕнӳсем сахал мар турĕç. Палăртма кăмăллă, Атăлçи федераци округĕнче ытти регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăра çемьесем арканнă тĕслĕхсем чылай сахал. Кăтарту пĕчĕк пулнипе, эпир иккĕмĕш хисеплĕ вырăна тухнă, Раççейре вара саккăрмĕш вырăнта. Шансах тăратăп, малашне те кăтарту ырă енне улшăнса пырассине", - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Енри Ашшĕсен Канашĕн председателĕ Владимир Викторов.

Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăнас пирки сĕнӳ паракансенчен пĕри, Чăваш Енри Хĕрарăмсен Пĕрлешĕвĕн обществăлла организацийĕн председателĕ Ольга Зайцева, уявра пухăннисене саламланă май, çамрăксем хушшинче çемье пуянлăхĕ пирки ăнлава анлăрах сарма, çитĕнекен ăрăва тĕп тупрана тытса пыма вĕрентмелли пирки каланă.

Республикăри Ваттисен Канашĕн председателĕ, Чăваш Енри тĕрлĕ халăхсен Ассамблейĕн председателĕ Лев Кураков регион ертӳлĕхне Чăваш Республикинче халăхсене пурăнма кирлĕ пек условисем çителĕклĕ таран йĕркелесе панăшăн тав тунă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хăйĕн сăмахĕнче, чăвашсен ырă йăла пуррине каланă, вĕсем яланах аслисенчен иртменнине, вĕсене хисепленине пĕлтернĕ. Ашшĕ-амăшĕн пехилне йăхран йăха тăсса пынине асăннă. «Кăçал эпир сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем  пурнăçланă. Эпир пĕрле республикăна тата та ăнăçлăрах аталантарса пыма пултарайратпăр», - тенĕ Николай Угаслов.

Аса илтеретпĕр, 2017- мĕш çула Раççей Президенчĕ Владимир Путин Экологи çулталăкĕ теме йышăннă. Кăçал раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Патшалăх канашĕнче официаллă майпа Экологи çулталăкĕ старт илĕ. Тĕплĕнрех



14 декабря 2016
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter