Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Siemens тата «ВНИИР хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

 Паян Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Siemens тата «ВНИИР»  хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ торжествăлла пулăма хутшăннă.   Килĕшӳ ĕç хутне «ВНИИР» АУО Сăнав Канашĕн Председателĕ Дмитрий Фомичев,  «Электрофикация» сегмент ертӳçи,  «Электрофикаця железных дорог» сегмент  ертӳçи,  «Мобильность» концернăн «Сименс АГ» Эльмар Цайлер тата Раççейри «Мобильность» «Сименс» департамент директорĕ Йорг Либшер  алă пусса çирĕплетнĕ.

Производство Чăваш Енре Шупашкарта пулĕ, ăна «ВНИИР» АУО комплексĕн территорийĕнче вырнаçтарма тĕллев лартнă.  Асăннă Килĕшӳ «ВНИИР» организацире ĕçлекенсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма та, ятарлă хатĕрсемпе усă курма вĕренме те, производствăра  тухăçлă ĕçлеме пулăшать. «Siemens компани тĕнче шайĕнче пысăк авторитета çĕнсе илнĕ.   Пирĕн регионта çакăн пек пысăк корпораци пулни – хăйне евĕр историллĕ пулăм, çĕнтерӳ пулса тăрать.  Ертӳçĕсем пысăк технологиллĕ хатĕрсене вăй илтерсе пырасси пирки сӳтсе явнă.

 "Калас пулсан, паянхи пурнăçра вĕсем ытти регионсене те суйласа илме пултарнă, анчах та пирĕн республикăра хăйсен производствине уçма кăмăл туни хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре бизнеса аталанса вăй илме питĕ меллĕ, условисем те çителĕклĕ. Раççейри регионсен инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕн рейтингĕнче Чăваш Ен улттăмĕш вырăнта тăрать. Енчен те пысăк производство хута кайсан, çамрăксем валли пысăк ĕç вырăнĕсем хатĕрленесси те куçкĕретех", - тенĕ Михаил Игнатьев.   Вăл çавăн пекех республика Правительстви пысăк проектсене яланах пурнăçа кĕртсе пырас ĕçе витĕм кӳнине асăннă. «ВНИИР» тата «Сименс» компанисем электроэнергетика енĕпе тахçантанпах хăш-пĕр уйрăм направленисемпе ĕçлеççĕ.

 "Малашне Раççейре çĕнĕ шайпа ĕçлеме пуçлăпăр, уйрăмах Чăваш Республикинче.  Мана çав тери кăмăллă, регионта инвестици климачĕ лайăх пулнишĕн. Регионти влаç ют çĕршыври инвесторсем ытларах та ытларах Чăваш Енре ĕçлеччĕр тесе  условисем йĕркелеççĕ", - тенĕ «Мобильность» департамент директорĕ Йорг Либшер.  «ВНИИР» АУО Сăнав Канашĕн председателĕ Дмитрий Фомичев хăйĕн сăмахĕнче, килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетни  пуласлăхра «Сименс» компанипе «ВНИИР» предприятисем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва анлăлатма пулăшать тенĕ.  Тĕплĕнрех



14 декабря 2016
15:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter