Регионти çул-йĕр программисене пурнăçлама Чăваш Республики 46 млн 700 пин тенкĕ хушма пулăшăва илет
Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ятарлă Хушăва алă пусса çирĕплетнĕ, асăннă ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, регионти çул-йĕр программисене пурнăçлама Чăваш Республики 46 млн 700 пин тенкĕ хушма пулăшăва илет.