Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Японире JFE Engineering Corporation компани представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ
Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Японире JFE Engineering Corporation компани представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенче халăх пахча-çимĕç таварне ытларах кăмăл туса ыйтнине кура, ертӳçĕсем Чăваш Енре теплица комплексĕсене хута ярас ыйтăва çĕкленĕ, строительство ĕçĕ пирки сӳтсе явнă.
Палăртса хăваратпăр, JFE Engineering Corporation Япони ушкăнĕ предприятисем валли проектсем хатĕрлет, энерготехнологи тытăмĕпе тăрăшать. 2013-мĕш çулта вĕсем агробизнес аталантарма йышăну тунă.